Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Хĕрлĕ галстук халĕ те асра

Хĕрлĕ галстук халĕ те асра

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче пионер организацине никĕсленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ирхи линейка иртнĕ.

Шкулти педагогсенчен ытларахăшĕ — Совет саманинче çитĕннĕ ача-пăча, хăй вăхăтĕнче пионер ретне тăнине сăнарласа сценка кăтартнă. Паянхи ачасемпе çамрăксемшĕн çакă нимех те мар пек туйăнать. Апла пулин те Çĕнĕ Пăвари шкулта вĕренекенсемшĕн вăл чăн-чăн уяв пекех пулса тăнă. Мĕншĕн тесен вĕрентекенсем Пионери кунне уявланине пит ĕненмелле кăтартса панă: тупа туни, мăя хĕрлĕ галстук çыхни, «…клич пионеров: «Всегда будь готов!» тесе янратни…

Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Светлана Архипова пионер организацийĕ пуçланса кайнин историйĕпе, унăн атрибутикипе, йăли-йĕркипе паллаштарнă. Класс ертỹçисем вара хăйсен пионер ретĕнче тăнă вăхăтри ачалăхĕ пирки ăшшăн аса илсе каласа кăтартнисем, «Мăя хĕрлĕ галстук çыхрăн пулсан — упра ăна! Вăл пирĕн ялавпа пĕр тĕслĕ-çке», — текен йĕркесене аса илни вĕренекенсемшĕн кăсăклă пулнă.

Пионер мĕн пур енĕпе тĕслĕх пулма тивĕçлĕ: вĕсем хут-хăмăр, тимĕр-тăмăр, сиплĕ курăк пухнă. Тимур командисем йĕркелесе ваттисене пулăшнă, йывăç-тĕм лартнă…

Диана Турхан директор хальхи вăхăтра шкулта пионери юхăмне малалла тăсакан отрядсен — волонтерсемпе çамрăк армеецсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăнă. Вăл ачасене тата лайăхрах вĕренме, общество ĕçĕнче ăнăçусем суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code