Каникул кунĕсене ачасемпе ашшĕ-амăшĕ çулсеренех тỹсĕмсĕррĕн кĕтеççĕ. Пирĕн, аслисен, ăшă çу кунĕсем ачасемшĕн хаваслă та асра юлмалла, пăтăрмахсăр тата инкек-синкексĕр иртчĕр тесе тăрăшмалла.
Чăваш Республикинче патшалăх çул-йĕр автоинспекцийĕ йĕркеленипе «Внимание — каникулы!» профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Каникул вăхăтĕнче çул çитмен ачасем хутшăннипе пулакан аварисен йышĕ ỹснине тĕпе хурса йĕркеленĕ ăна.
Тепĕр чухне кĕçĕннисем аслисен тимлĕхĕ çитменнипе çул çине тухса кайса водительсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Пурнăç — чи хакли. Çавăнпа çул-йĕр правилисене лайăх пĕлни тата пăхăнни инкекрен упрать.
Ачасене ача садне, шкула леçнĕ чухне çул çинче пурнăçшăн хăрушă пулма пултаракан вырăнсене кăтартмалла, çул урлă каçнă чухне тимлĕ пулмаллине ăнлантармалла. Вĕсен тумĕсем çине çутта хирĕç çутатакан хатĕрсем çирĕплетмелле.
А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.