Аякри Крым утравĕ çинчи Анновка ялĕнче пурăнать Прохоровсен çемйи. Чăваш Енрен çак асамлă кĕтесе 23-24 сехетре çăмăл машинăпа çитме пулать.
Снежанăпа Сергей — чăвашсем. Икĕ хĕр çитĕнет вĕсен. Ачисене Илемпи тата Ирина ят хунă. Хĕр пĕрчисем ашшĕ-амăшне хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.
Снежанăн амăшĕ — Лаш Таяпа ялĕнчен. Мăшăрĕн несĕлĕсем — Вăрмар тăрăхĕнчен. Çамрăк çемье маларах Шупашкар хулинче пурăннă. Сергейĕн профессине кура çамрăк мăшăр малтанах Пенза хулинче пурăннă. Кунта çемье Пенза чăвашĕсемпе паллашнă. Вĕсемпе пĕрле ансамбль йĕркелесе ярса ялсем тăрăх концерт лартса та çỹренĕ.
Çулталăк каялла Прохоровсем Крыма пурăнма куçнă. Каллех арçыннăн ĕçне пула. Кунта та вĕсем Крымри чăвашсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Уйрăмах Йĕпреç тăрăхĕнчи çамрăк мăшăрпа туслă.
Снежана каласа панă тăрăх, Крым питĕ хитре те илемлĕ. Хăйсен пахчинче виноград, абрикос, аçтăрхан мăйăрĕ, айва çитĕнтереççĕ. Мăйăр йывăççи кашни хуçалăхрах, урамра та йышлă. Çиллĕ çанталăк чухне мăйăрсем çĕр çинчех выртаççĕ. Прохоровсем çĕрулмине, ыттисем пекех, çулталăкра икĕ хут лартса туса илеççĕ.
Кĕрхи Крым тинĕс тата кедр шăршиллĕ. Çав вăхăтри сывлăш питĕ усăллă. Кашни кун уçă сывлăшра нумайрах уçăлса çỹресен çулталăк тăршшĕпех чир-чĕр çинчен манма пулать. Крым шыва кĕме, паллă вырăнсемпе паллашма, тинĕс продукчĕсене çисе киленме питĕ лайăх вырăн. Çут çанталăк питĕ тĕлĕнмелле кунта.
Снежана хальхи вăхăтра кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче тăрăшать. Кашни çулах вĕсем отпуск вăхăтĕнче тăван ене килеççĕ.
С.СТЕПАНОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Прохоровсен çемйи.