Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Манăн асанне — манăн мăнаçлăх

Манăн асанне — манăн мăнаçлăх

Манăн асанне — Роза Николаевна Молодова хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе районта пурăнакансем хушшинче пысăк ят-сум çĕнсе илме пултарнă çынсенчен пĕри пулнине пĕлетĕп.

Кăçалхи çул — Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ. Çакна асра тытса эпĕ малтан республика шайĕнче пулса иртнĕ «Гордость Чувашии в лицах» конкурса хутшăнтăм. Проект ĕçĕнче, паллах, хамăн асанне пирки çырса кăтартрăм. Халĕ унпа районта пурăнакансене паллаштарас кăмăлăм пысăк.

Манăн асанне суйласа илнĕ фармацевт профессийĕ сумлă та хисеплĕ, вăл çынсен сывлăхне çирĕплетессипе тата ăна сыхлассипе çыхăннă. Вăл 1954 çулта Елчĕк ялĕнчи Филимоновсен йышлă та туслă çемйинче çуралнă. Ашшĕ — Николай Андреевич Елчĕкри крахмал заводĕнче механик, амăшĕ — Екатерина Капитоновна бухгалтер пулса ĕçленĕ. Асанне çемьери 6 ачаран иккĕмĕш пулнă. Çавăнпа унăн кĕçĕннисене пăхма-астума тивнĕ. Килти хуçалăхра ытти ĕçсене — пỹрт-çурта тирпейлесе тасатма, утă çулма, анасене çум курăкран тасатма, çăм арлама, çыхма-çĕлеме, выльăх-чĕрлĕхне пăхма та тивнĕ ăна. Ашшĕпе амăшĕ ачисенчен çирĕп ыйтнине хăнăхнăскерсем, кашни ĕçе тĕплĕн тума тăрăшнă, хăйсене шаннине тивĕçлипе тỹрре кăларнă. Асанне хăйĕн ачалăхне час-часах çапла аса илсе каласа кăтартать.

— Пирĕн вăхăтри ача-пăча ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ пулин те, савăнăç куç тулли пулнă пурин чун-чĕринче те, — тет вăл.

1960 çултан пуçласа 1971 çулччен вăл Елчĕкри шкулта вĕреннĕ. Вĕренỹ отличници спортра та хастар пулнă. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ — Зинаида Ивановна Степанова. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах вăл Пермь хулинчи химипе фармацевтика институтне вĕренме кĕнĕ. Асанне лайăх вĕреннĕшĕн паракан стипенди укçисĕр пĕрре те тăрса юлса курман пулин те, çуллахи каникул вăхăтĕнче инçе çула çỹрекен поезд çинче проводница пулса та вăй хунă. 1976 çулта аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăха таврăннă, Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптекăна ĕçе вырнаçнă. Малтан аптека заведующийĕн çумĕ, 1981 çултан пуçласа çак вăхăтченех вăл директор пулса вăй хурать. Асаттепе — Геннадий Иванович Молодовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, 3 ача (Светлана, Игорь тата Ольга) çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асанне мăнукĕсене (эпир унăн çиччĕн) воспитани парас ĕçе те хастар хутшăнать.

Асанне манăн чи хаклă та çывăх çыннăм. Вăл питĕ ырă кăмăллă çын, хăйĕн ăшшине ытти çынсене те парать, кирлĕ вăхăтра пурне те пулăшать: ĕçпе те, ырă канаш-сĕнỹпе те. Унпа юнашар пулсан кирек епле йывăрлăха та çăмăллăнах çĕнтерме пулнине куратăп. Ỹссе çитĕнсе пынă май лару-тăрăва ăнкарса пыратăп та, çакна уççăн курса тăратăп. Вăл маншăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Асанне пĕçернĕ пỹремеч-кукăль те чи тутли, тесе шутлатăп.

Унăн хăй пекех ырă юлташсем нумай. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне çынсене пулăшас, вĕсен сывлăхне сыхлас ĕçе панă. Хĕрĕсем те амăшĕн çулĕпе утаççĕ. Асли — Светлана И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче химипе фармацевтика факультетне пĕтернĕ, Елчĕкри аптекăра провизор пулса ĕçлет. Кĕçĕнни — Ольга — тухтăр.

Асанне общество пурнăçĕнче пит хастар. Нумай çул районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ тата депутатсен Пухăвĕн председателĕ пулса тăрăшнă. 2010 çултан пуçласа 2016 çулччен — Елчĕк район пуçлăхĕ. Хальхи вăхăтра çын прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен районти уполномоченнăй. Шанса панă ĕçре нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна нумай наградăпа чысланă, «СССР Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ», «ЧР Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăсене, «Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илме тивĕçлĕ пулнă.

…Мĕн пур енĕпе маншăн тĕслĕх пулса тăракан асаннен пурнăçĕпе ĕçри кун-çулне тишкернĕ май çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăм: çын ĕçпе телейлĕ. Чи кирли вара — суйласа илнĕ профессие чунтан юратса пурнăçлани.

Елизавета МОЛОДОВА,
Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code