Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтаксем валли — çăм нуски

Салтаксем валли — çăм нуски

Ырă ĕç пархатарлă. Теприн нушине хăйĕнни евĕр ăнланса май çитнĕ таран пулăшма ăнтăлакансем пысăк хисепре.

Патреккел ялĕнче пурăнакан Елизавета Доброхотова Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленĕ районти граждансем валли 13 мăшăр çăм нуски пачĕ.

— Ку шăматкун çамрăксене ăсатса ярассине пĕлтĕм те, ачасем валли çыхнисене те парса яратăп. Тепре çыхăп-ха. Ман пысăках мар пулăшу салтаксен урисене çеç мар, чунĕсене те ăшăттăр. Çĕнтерỹпе ырă-сывă таврăнма Турă пỹртĕр пирĕн лăпкăлăхпа мирлĕ тỹпешĕн кĕрешекенсене, — тет Лиза аппа.

Çавăн пекех хирĕç тăрăва хутшăнакан хĕрарăмсем — медицина ĕçченĕсем валли те сахал мар нуски çыхса хатĕрленĕ Е.Доброхотова.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Елизавета Доброхотова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code