Октябрĕн 24-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн сенаторĕ Николай Владимиров пулнă.
Вăл чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулса калаçнă. Унтан ертỹçĕсем Елчĕкри вăтам шкулпа юнашар вырнаçнă стадион-площадкăна çитсе курнă, вăтам шкулти 250 вырăнлăх столовăя хута ярас енĕпе тăрăшакан строительсемпе курнăçнă. «Партнер» ООО строителĕсем объекта кăçалхи май уйăхĕнче тума пуçăннă, хальхи вăхăтра кунта шалти ĕçсем пурнăçланаççĕ. Столовăя кĕске вăхăтра хута ярса шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтересси хăйсенчен килнине вĕсем лайăх ăнланаççĕ.
Николай Владимиров çак кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Сенаторпа курнăçма 8 çын кăмăл тунă. Халăх ытларах медицина пулăшăвне чăрмавсăр тивĕçессипе, йăлара усă куракан хытă каяшсене вырнаçтарассипе çыхăннă, социаллă тата пенси ыйтăвĕсене çĕкленĕ.
Е.ИГНАТЬЕВА сăн ỹкерчĕкĕнче: йышăну саманчĕ.