1932 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Тăрăм ялĕнче кун çути курнă Анна Егоровна Албутова (Анюк аппа). Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Вĕсем хăйсен 8 ачине йĕркеллĕ пăхса ỹстерес тесе вăй-халне пĕрре те шеллемен. Ялти шкулта пилĕк класс кăна вĕренме тивнĕ хĕр ачан. Вăрçă пуçланни унăн мĕнпур ĕмĕтне çапса хуçнă. Урăх шкула каяйман Анюк. Çи-пуçĕ те пулман тата пĕри тепринчен пĕчĕк шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхма тивнĕ.
Анюк аппан ачалăхĕ питĕ йывăр иртнĕ. Пĕве кĕрсен хĕр чул сарнă çĕрте вăй хунă. Унтан вăл Улатăр тăрăхĕнче вăрман каснă çĕрте тăрăшнă. 1953 çулта Анна Егоровна Чăваш Тăрăм йĕкĕтне — Алексей Албутова качча тухнă. Мăшăрĕ Тăван çĕршыва нимĕç захватчикĕсенчен хỹтĕленĕ. Анюк аппа мăшăрĕнчен çичĕ çул кĕçĕнрех пулнă. Албутовсен çемйинче 4 ывăлпа 3 хĕр çуралнă. Хальхи вăхăтра хисеплĕ ватă Лена кинĕпе (Алексей ывăлĕ пĕлтĕр пурнăçран уйрăлнă) пĕр çăвартан пурăнать. Анюк аппа вăй çитнĕ таран кил хушшинче пулăшать ăна. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Çулла пахчара ĕçлеме те ỹркенмест. Çав вăхăтрах пĕччен пурăнакан ывăлне — Сергее те пулăшма тăрăшать.
Анюк аппан кĕçĕн хĕрĕ Полина Харьков хулинче хăйĕн çемйипе пурăнать. Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă амăшĕ вăл тăрăхра мирлĕ пурнăç маррине ăнланать, çавна май питĕ пăшăрханать. Юлашки вăхăтра хĕрĕпе çыхăнусем татăлнишĕн хуйхăрать. Çавăнпа та чунра йывăр вăхăтсенче кĕлĕ вуласа лăпланать.
Самана таппипе тан утать-ха хастар ватă. Наци радиовне итлет, телевизор пăхать, район хаçатне юратса вулать. Украинăри ятарлă çар операцийĕ пирки илтсенех мобилизациленекен çамрăксем валли тỹрех çăм нускисем çыхнă.15 мăшăр. Паян та алса-нуски çыхас ĕçе пăрахман.
Иртнĕ кунсенче Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕсен ертỹçисем Антонина Павлова (Шуршу), Галина Малова (Чăваш Тăрăмĕ), Елена Сапожникова (Аслă Таяпа) тата Васса Краснова Анна Егоровнăна сумлă юбилейпе — 90 çул тултарнă ятпа саламларăмăр. Чĕрĕ чечек çыххисем тата кучченеçсем парнелесен Анюк аппан куçĕсем шывланчĕç. Вăл хăйне хисеп тунăшăн савăннине пытармарĕ.
Районти хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертỹçин Лариса Васильеван Хисеп хутне вуласа парсан ватăн савăнăç куççулĕсем юхса анчĕç. Хавас кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, çынна яланах пулăшма хатĕр ватăна ялта пурте хисеплеççĕ.Çемьере пысăк хуйхă сиксе тухсан та Анюк аппаран пулăшу е сĕнỹ-канаш ыйтаççĕ. Никама та хирĕçлесе курман вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче. Кинеми паян та ăсĕ-тăнĕпе çирĕп, вашават та вичкĕн. Пĕлмен юрри çук. Килнĕ хăнасемпе чăваш юррисене тулли кăмăлпа шăрантарчĕ. Хăйне çапла сума сунăшăн тыл ветеранĕ пухăннисене пурне те тав турĕ, пехил пачĕ.
А.ПАВЛОВА.