Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çар — пурнăç шкулĕ

Çар — пурнăç шкулĕ

Халĕ çĕршывра кĕрхи призыв тапхăрĕ пырать. Эпир Чăваш Республикин çар комиссарĕнчен Б.Холиковран тĕрлĕ ыйту çине хуравлама ыйтрăмăр.

— Бахтиер Махмаджонович, кĕрхи призывра Чăваш Республикинчен миçе çамрăк çар ретне тăрĕ?

— Чи малтанах çакна палăртса хăварар. Кăçалхи призыв кампанийĕ ытти çулхисенчен пĕр уйăх каярах пуçланчĕ. Вăл ноябрĕн 1-мĕшĕнчен старт илчĕ, декабрĕн 31-мĕшĕччен пырать. Салтак ретне кăçал республикăри пĕр пине яхăн каччă тăрĕ, çакă иртнĕ çулхи кĕркуннепе танлаштарсан, палăрмаллах сахал. Елчĕк районĕнчен 10 çын ытларах салтак атти тăхăнĕ.

— Призыв кампанийĕн срокне куçарни çар тивĕçне пурнăçласа тăван тăрăха таврăнакансен служба срокĕ çине витĕм кỹмĕ-и?

— Çук. Призывпа çар ретне тăнисем служба срокĕ вĕçленсен тăван тăрăха вăхăтлă таврăнĕç.

— Аслă пĕлỹллĕ призывниксемшĕн мĕнле çăмăллăхсем пур?

— Енчен те призывник аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра наукăпа тĕпчев ĕçĕнче çитĕнỹсем тунă пулсан, вĕсене РФ Оборона министерствин наука тата наукăпа производство подразделенийĕсенче суйласа илме пултараççĕ.

— Малашлăх пурнăçне çарпа çыхăнтарас текенсене мĕн сĕннĕ пулăттăрччĕ?

— Çар çынни пулас кăмăллисене шкул сакки вăхăтĕнчех тупса палăртни — ырă пулăм. Агитаци ĕçне пурнăçласа çар комиссариачĕсен ĕçченĕсем тата çар вĕренỹ шкулĕсен представителĕсем вĕренỹ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнура. Енчен те çамрăк пурнăçне çарпа çыхăнтарасшăн пулсан, унăн вырăнти çар комиссариачĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçмалла. Иккĕмĕшсем пĕрремĕшсене канаш-сĕнỹпе пулăшаççĕ, вĕсен заявленийĕсене РФ Оборона министерствин вĕренỹ учрежденийĕсене çитереççĕ. Кирек кам та РФ Оборона Министерствин сайтне кĕрсе хăйне интереслентерекен çар шкулĕпе паллашма пултарать. Çамрăксен пысăк пайĕ Мускав тата Санкт-Петербург хулисенчи çар заведенийĕсене суйланине палăртмалла. Службăра тăнă вăхăтра та аслă çар шкулĕсене вĕренме кĕрсе офицер пулма май пур. Çар çыннисене конкурссăр вĕренме илеççĕ.

— Çарта хăш специальноçсем хакра?

— Çар чаçĕсенче çарăн ятарлă техникин водителĕсем, кăткăс электрон оборудование ĕçлеттерме пултаракан специалистсем, çыхăнăвăн автоматизациленĕ тытăмĕсен операторĕсем ытларах кирлĕ.

— Чылайăшне отсрочкăпа çыхăннă ыйтусем интереслентереççĕ. Çак ыйту çинче те чарăнса тăрсамăр.

— Отсрочка сывлăх тĕлĕшĕнчен салтака кайма вăхăтлăха юрăхсăр тесе палăртнисене, сывлăхне кура пĕччен хăварма май çук çынна (ашшĕ-амăшне, аппăшĕпе йăмăкне, пиччĕшĕпе шăллĕне, мăшăрне) пăхакансене, патшалăх аккредитаци пур аслă шкулсенче куçăмлă майпа вĕренекенсене тивет.

— Паянхи çамрăксен патриотизм туйăмне мĕнле хак панă пулăттăр?

— Çамрăксен пысăк пайĕ çар ретне вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн тăнине шута илсен, салтак ретне тăракансен ỹсĕмĕ аслăланнине палăртмалла. Вĕсем ку вăхăтра психика, шухăшлав тĕлĕшĕнчен çирĕпленеççĕ, çар тивĕçне мĕншĕн пурнăçламаллине лайăх ăнланаççĕ. Ỹт-пỹ пиçĕлĕхĕ те çирĕпрех.

Чăваш каччисене çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа тата яваплăхпа пурнăçланăшăн мухтаççĕ. Çакна çар чаçĕсен командирĕсенчен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе пирĕн тăрăха Тав çырăвĕсем час-час килни те лайăх çирĕплетет.

— Çар ретне тăрасран пăрăнакансем те пур-и?

— Повестка илсен çар комиссариатне пыманнисен йышĕ çулсерен чакса пырать, çапах тĕл пулаççĕ ун пеккисем. Ку тĕслĕхсенче çар комиссариачĕн сотрудникĕсем гражданин призыв мероприятийĕсене мĕншĕн хутшăнманнине тĕрĕслеççĕ, сăлтавсăр комиссариата пыманнисен тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тăваççĕ. Уклонистсен административлă е уголовлă майпа явап тытма тивет.

Çар вăл — пурнăç шкулĕ. Ун витĕр кашни арçыннăн тухмалла. Çакна яшсем лайăх ăнланаççĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code