Убайдулла Бекмуратов участокри терапевт тухтăра больницăна пыракансем çак çулсенче лайăх паллакан пулса çитнĕ. Çакна кура чылайăшĕ йышăнăва ун патне лекме тăрăшать. Пациентсем ăна уçă кăмăллă пулнăшăн, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнĕшĕн — диагноза тата сиплев курсне тĕрĕс палăртма пултарнине кура хисеплеççĕ, тав тăвакансем те нумаййăн.
Елчĕкри тĕп больницăна çак кунсенче грипп е коронавирус чирĕпе аптăракансем сахал мар пыраççĕ. Çакна кура терапевт тухтăрсен пĕр самант пушă вăхăчĕ те пулмарĕ. Убайдулла Алтмишевич йышăну вăхăчĕ епле тăкăс пулсан та пациентсене грипп тата коронавирус чирĕсенчен сыхланма вĕрентрĕ. Чирленĕ çынсем патне хăнана çỹреме юраманни çинчен асăрхаттарчĕ.
— Енчен те сирĕн лавккана, поликлиникăна е çынсем нумай пухăнакан ытти вырăна кайма тиврĕ пулсан, хỹтĕлев маскине тăхăнма, аллăрсене антисептикпа усă курса дезинфекцилеме манмалла мар, социаллă дистанцие пăхăнмалла. Сывă пурнăç йĕркине те пăрахăçлама юрамасть. Пỹлĕмсене уçăлтарсах тăмалла, урайне тăтăшах йĕпетсе çумалла, — тет вăл. Тухтăр шухăшĕпе, ку чухне чи кирли вакцинаци туса чиртен сыхланни. Иммунитет вакцинаци тунă хыççăн 2 эрнерен йĕркеленме тытăнать.
Елчĕкри тĕп больницăра коронавирус тата грипп чирĕсенчен сыхланмалли вакцинăсем çителĕклĕ, вĕсене канмалли кунсăр пуçне, кашни кунах тутарма пулать. Унсăр пуçне, вакцинацие ялсенчи медпунктсенче те ятарлă графикпа килĕшỹллĕн тума пулнине пĕлтерчĕ тухтăр.
Сăн ỹкерчĕкре: Убайдулла Бекмуратов.