Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç ăнса пырать

Ĕç ăнса пырать

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене округра пуринчен малтан акма тухнă «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсен (сăн ỹкерчĕкре) кăмăл-туйăмĕ хавхалануллă. Апла пулсан, ĕç малашне те ăнса кăна пымалла…

Ака агрегачĕсен хуçисем — Владимир Васильев, Алексей Перцев тата Владимир Иванов шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ. Вĕсен ĕçри ăсталăхне кура кулленхи ĕç-хĕл кал-кал пырать. Малтанах вĕсем 50 гектар йышăнакан лаптăкра пăрçа акса хăварнă. Ун хыççăн тулă акма тытăннă, çак вăхăтчен ĕçе 131 гектар çинче пурнăçланă.

Пĕр вăхăтрах пĕр çул ỹсекен курăксене те акаççĕ. Хальлĕхе çак ĕçе 143 гектар (62 процент) çинче пурнăçланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code