Среда, 23 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Çĕнĕ ертỹçĕ

Çамрăксен театрĕнче Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономийĕн аслă пухăвĕ иртнĕ.

Тĕп ыйту автономин çĕнĕ ертỹçине суйласси пулнă. Çирĕп тилхепене тытма Раççей Геройне Николай Гаврилова шаннă.

Пухăва Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă, вăл хăйĕн сăмахĕсенче организаци ĕçне çĕнĕ шая кăлармаллине каланă.

Автономи хастарĕсене наградăсемпе хавхалантарнă.

Сиенлĕ йăларан хăтăлма

Чăваш Енре аслă ỹсĕмрисен хушшинче пирус туртакансен йышĕ 17,3 процента çитнĕ. Çакă — çĕршыври вăтам кăтартуран пĕчĕкрех.

Пирус туртассипе кĕрешмелли йĕркене çирĕплетни, паллах, ырă витĕм кỹрет. «Юлашки вăхăтра республикăра пурăнакансем медицина ĕçченĕсен сĕнĕвĕсемпе ытларах усă курни куç кĕрет. Тухтăрсем хăйсем те массăллă информаци хатĕрĕсенче усал йăларан хăтăлнă çынсен тĕслĕхĕсемпе паллаштараççĕ», — палăртать Чăваш Енĕн медицина профилактики енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Елена Наумова. Сăмах май, республикăри кашни больницăн социаллă сетьри аккаунчĕ урлă наркологпа çыхăнма пулать. Вăл пирус тыткăнĕнчен хăпмашкăн пулăшĕ.

Çар службине — контракт мелĕпе

Республикăра çар службине контракт мелĕпе каяс текенсем валли мобильлĕ пунктсем ĕçлеме тытăннă.

Çак кунсенче пункт Шупашкар хулинчи «Шупашкар» суту-илỹ çурчĕ çывăхĕнче те уçăлнă. Салтак аттине тăхăнас текенсем унта заявлени çырма, психологпа калаçма, тест ыйтăвĕсене хуравлама пултараççĕ. Кунтах вĕсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма направлени параççĕ. Службăна 18-тан иртнĕ çирĕп сывлăхлă çынсене илеççĕ. Мобильлĕ пунктрах çар чаçĕсемпе тата контракт условийĕсемпе паллашма май пур. Контрактпа çар ретне тăракансем вырăнти территори пайне пыма пултараççĕ. Вĕсем служба вырăнне хăйсем суйласа илĕç.

«Хĕрарăма мухтар»

Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕнче «Хĕрарăма мухтар» конкурс-фестиваль иртнĕ.

Унта Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти предприятисенчи хĕрарăмсен канашĕсен хастарĕсем хутшăннă. Ĕçре кăна мар, мĕн пур енĕпе пултаруллă пулнине çирĕплетнĕ фестивальте этемлĕхĕн черчен çурри.

Конкурсантсене Республика Пуçлăхĕ саламланă, хĕрарам çĕр çинче çав тери пĕлтерешлĕ вырăн йышăннине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code