Муниципалитет округĕн администрацийĕн административлă право йĕркине пăснин тĕлĕшĕнчи ĕçсене тишкерессипе тимлекен комиссин апрелĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче те типĕ курăкпа çỹп-çапа çунтарма чарнин тĕлĕшпе республикăра çирĕплетнĕ хăрушсăрлăх режимне пăхăнман çынсен пирки çырнă протоколсене пăхса тухма тивнĕ.
Сăмах май, темиçе кун каялла анчах пулса иртнĕ ларура вăрмансен таврашĕнче, ялсен, килти хушма хуçалăхсен çывăхĕнчи типĕ курăкпа çỹп-çапа çунтарнин тĕслĕхĕсемпе 3 протокол тăрăх тивĕçлĕ йышăну тунă пулсан, хальхинче — 4 ĕç.
Вĕсене «Чăваш Республикинчи административлă право йĕркисене пăсни çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕн 10.9 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн явап тыттарнă. Виçĕ çын (А., П. тата И.) хальлĕхе асăрхаттарса каланипе хăтăлса юлма пултарнă пулсан, Аслă Шăхалĕнчи Г. пирки апла калаймăн, ăна 2000 тенкĕ штраф панă. Мĕншĕн тесен унăн çăмăлттайлăхĕ комисси членĕсене анчах мар, ытти çынсене те хăратнă пулĕччĕ. Г. пĕр шутламасăр пысăк лаптăкра типĕ курăк çунтарнине тупса палăртнă. Округ шайĕнчи канашлусенче, хаçатра çуркунне пуçланнăранпах типĕ курăкпа çỹп-çапа çунтарма юраманни пирки чан çапаççĕ пулсан та çакăн пек тĕслĕхсемпе çине-çинех тĕл пулатпăр. Каласан та ăнланмаççĕ-и? Лару ĕçне ертсе пынă комисси председателĕ — муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та çак шухăша палăртнă.
С.АРХИПОВА.