Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Вeренекенсен хисепe — чи пысaк парне»

«Вeренекенсен хисепe — чи пысaк парне»

Елена Пантелеймоновна çак сумлă профессири ĕç ăсталăхне 1973 çулта çуралса ỹснĕ тăван ялĕнче — Лаш Таяпари вăтам шкултан пуçланă. Тен çавăнпа та, И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн вырăс тата чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн туслă коллективра тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарма (вăл пионервожатăйра та ĕçленĕ) çулĕ уçăлнă пулĕ. Унсăр пуçне, вĕсен çывăх тăванĕсем хушшинче учительсем пулса ĕçленĕ çынсем темиçен пулнă. Вĕсен тĕслĕхĕ те, паллах, хавхалантарнă ăна. Халĕ унăн ĕçне Наташа хĕрĕ малалла тăсать. Вăл чылайранпа Шупашкарти 27-мĕш шкулта кĕçĕн классен учителĕнче тимлет. Наталия Васильевна вĕренỹ методикинчи ăсталăха амăшĕ урлă ăса хывнине пытармасть.

Лаш Таяпара ял совет председателĕнче вăй хуракан мăшăрне, Василий Халитовича, района — райпо председательне ĕçлеме куçарнă хыççăн, 1978 çулта, вĕсен çемйи Елчĕкре пурăнма тытăннă. Елена Пантелеймоновна СССР халăх учителĕ Петр Никифорович Чернов ертсе пыракан пысăк коллективра — Елчĕкри вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă, тăван чĕлхе тата литература предмечĕсене ертсе пынипе пĕр вăхăтрах класс ертỹçи пулма та шанаççĕ ăна.

Унăн кунти пĕрремĕш «ачисем» шăпах эпир, 1983 çулта шкултан вĕренсе тухнисем, пултăмăр. Пысăк класри 34 мăшăр куç (пиллĕкмĕшĕнче анчах вĕренекен апăршасем!) малтанласа, хăнăхса çитиччен, çамрăк учительницăн кашни сăмахне, хусканăвĕпе тыткаларăшне сăнарĕç, ятуллă та илемлĕ çи-пуçне (хĕр пĕрчисем) ăмсанса пăхрĕç.

Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа кĕçех 40 çул çитет. Хамăр вĕрентекенпе (пур учителе те лайăх астăватпăр) час-часах тĕл пулаймастпăр пулсан та, эпир ăна манса кайнине пĕлтермест. Вăл пирĕншĕн яланах «чи класлă класнăй». Пирĕн пурнăç унран та нумай килнине лайăх ăнланатпăр: вĕренỹре ĕлкĕрсе пырасси, тивĕçлĕ воспитани илесси, ĕç патне туртăнасси, ĕмĕт-шухăша аталантарасси… Шкул выпускникĕсем унăн урокĕсене те манман. Тăван чĕлхене юратма та пире вăл вĕрентнĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…М

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code