Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕчĕк уявшăн та савăк

Пĕчĕк уявшăн та савăк

Аслă педагогăмăра, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я.Яковлева халалласа «Солнышко» ача садĕнче вăтам ушкăнри ачасемпе уяв йĕркелерĕмĕр.

Чăваш тумĕллĕ шăпăрлансем атте-анне пилленĕ чĕлхене юратса, хисеплесе пурăнмалли çинчен хавхаланса сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Уяв самантĕнче куракансем чăваш ташшин илемĕпе киленме пултарчĕç. Çав вăхăтра ачасем ĕлĕк вăйă картинче мĕнле çаврăннине кăтартни питĕ вырăнлă пулчĕ. «Курăр, эпир авалхине манман, паян та аптăрамастпăр-ха», — тенĕнех туйăнчĕ.

Ыр çын кайсан ят юлать, теççĕ. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевăн ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрех упранĕ. Пирĕн унăн пархатарлă ĕçне, ырă шанăçне тỹрре кăларасчĕ.

Кăсăклă та пуян иртрĕ уяв. Воспитательсемпе музыка ертỹçи ăна çỹллĕ шайра йĕркелессишĕн нумай ĕç туса ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code