Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Стипендиат Мускавра пулнă

Стипендиат Мускавра пулнă

Чăваш Енри тĕрлĕ округсенчи 30 талантлă шкул ачи Мускаври «Искра» предприятинче пулса курнă. Çул çỹреве хамăрăн ентеш — Çĕрпỹ округĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Сорокин йĕркеленĕ. Конструкторсен легендарлă бюровне Владимир Алексеевич 2007 çултанпа ертсе пырать.

Ачасем зенитлă, авиаци тата космос ракетисен тытăмĕсем валли двигательсем туса кăларакан предприятипе кăсăклансах паллашнă, кайран унăн музейĕнче те пулса курнă. Унтан вĕсене хулари паллă вырăнсемпе паллаштарнă.

— Паян предприятие хамăн тăван Чăваш Енри тĕрлĕ муниципалитет округĕнчи ачасем килсе курни мана питĕ савăнтарчĕ. Тен, сирĕн хушăри пĕр-пĕр ача ятарлă пĕлỹ илсен малашлăхра шăпах пирĕн патăмăрта тивĕçлĕ ĕç тупĕ? — тенĕ Владимир Алексеевич ачасемпе калаçу ирттернĕ вăхăтра.

Сăмах май палăртса хăварар. Владимир Сорокин меценат Чăваш Ен аталанăвне сахал мар тỹпе хывать. Спорта аталантарасси, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăрать вăл. Украинăри ятарлă çар операцинчи ентешĕмĕрсене пулăшса «Пĕрле» фонда укçа-тенкĕ уйăрать, Çĕрпỹ районĕнчи ача-пăча спортне аталантарма пулăшу аллине тăсать.

Палăртма кăмăллă: экскурсинче пулнă 30 пултаруллă вĕренекен йышне Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан София Ловкина та кĕнĕ. Вăл Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче 10-мĕш класра пĕлỹ пухать, вĕренỹре «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Хĕр округ шайĕнчи тĕрлĕ конкурс тата олимпиада çĕнтерỹçи пулнипе палăрса тăрать. 2022 çулта вара вăл çивĕч ăс-тăнне тата Николай Чернов вĕрентекен хавхалантарса пынине пула регион шайĕнче астрономи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра призерсен йышне кĕнĕ.

— Экскурсие каясси пирки пире хĕллех пĕлтерчĕç вĕрентекенсем. Эпĕ çак вăхăта питĕ кĕтрĕм. Çавна май çул çỹреве йĕркелекенсене тата вĕрентекенсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Мана Мускавра уйрăмах Хĕрлĕ площадьре пулса курни пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр савăнтарчĕ. Çĕршывăн тĕп хулинчен эпĕ пысăк ĕмĕтсемпе тата хавхаланупа таврăнтăм, чылай юлташ тупрăм, — хыпарлать Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code