Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Туслăх кĕперĕнче»

«Туслăх кĕперĕнче»

Вăрăмхăва ялĕнче ачасен регионсем хушшинчи «Туслăх кĕперĕ» фестиваль иртнĕ.

Тăхăр коллектив — Лаш Таяпа территори пайĕнчи, Тутарстанри Пăва округĕнчи ялсенчен, Сăрьелтен килнĕ тĕрлĕ наци тумĕллĕ ачасем ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăхăнса юрăпа ташă композицийĕпе, вăйă юррисемпе, такмаксемпе паллаштарнă. Вăйă картине тăнă.

Фестивале Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи студентсен «Янтал» тата Куславкка муниципалитет округĕнчи çитĕннисен фольклор ушкăнĕсем илем кỹнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code