Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > «Çĕнĕ ФАПа куç пек кĕтетпĕр»

«Çĕнĕ ФАПа куç пек кĕтетпĕр»

Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ — халăх пурнăçĕн шайне лайăхлатасси тата хăтлăлатасси, ăна ырă енне улăштарасси.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн пĕрремĕш звенине модернизацилеме май паракан программипе килĕшỹллĕн Елчĕк муниципалитет округĕнче кăçал Кивĕ Эйпеç, Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тата врач амбулаторийĕ хăпартаççĕ. Çĕнĕ медицина учрежденийĕсенче чирлисене йышăнмалли, кĕтмелли, процедурăпа прививка кабинечĕсем, эмел хатĕрĕсене упрамалли пỹлĕм, санузел тата персонал валли пỹлĕмсем пăхса хăварнă.

Тăрăмри фельдшерпа акушер пункчĕ ял варринче çĕкленчĕ. Юнашарах — чиркỹ, лавкка, культура çурчĕ, территори пайĕн администрацийĕ тата «Рассвет» ЯХПК вырнаçнă çуртсем. Çак сиплев учрежденийĕнче малашне Тăрăм тата Кипеç ялĕсенче пурăнакан 400 ытла çынна йышăнĕç.

— Пулас ФАП умĕпе иртнĕ чухне кунти ĕçсемпе тăтăшах паллашатăп, строительсемпе сăмахламасăр иртместĕп. Пирĕн ялта ФАП эпĕ астăвассах пурччĕ. Çапах та кивĕччĕ çурчĕ. Çак сăлтавпах каярах «Рассвет» хуçалăхăн çуртĕнче сиплев учрежденийĕ валли пĕр кĕтес тупрĕç, анчах вăл та пациентсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерместчĕ. Халĕ эпир, мĕн пур ял çынни, çĕнĕ сиплев учрежденине туса пĕтерсе хута ярасса куç пек кĕтетпĕр, — пĕлтерет ялти пенсионерка Елизавета Иванова.

Строительство ĕçĕ вĕçленсе пырать. Ĕç графикпа килĕшỹллĕн туллин пурнăçланать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code