Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сăлтавĕ тĕрлĕрен

Сăлтавĕ тĕрлĕрен

Елчĕкри тĕп больницăра организм иммунитетне çирĕплетессипе çыхăннă эрнелĕх профилактика мероприятийĕсем иртнĕ.

Çак тĕллевпех çамрăк ашшĕ-амăшĕн шкулĕн черетлĕ занятийĕнче ачасен иммунодефицитне йĕркелесси пирки калаçнă. Надежда Кускова педиатр тухтăр палăртнă тăрăх, ку тĕлĕшпе организм хавшани пăлханнипе, ывăннипе, япăх çывăрнипе çыхăннă. Пĕчĕккисен пурнăç йĕркине тĕрĕс мар йĕркелесен те, тĕрĕс мар апатлантарсан та япăх тĕслĕх патне илсе пырать.

— Ачасене мĕн çитерни те сывлăха витĕм кỹрет, паллах, — тет Надежда Петровна. — Организма паха элементсем — ỹсен-тăран белокĕ, çу, углевод кирлех. Лимон, имбирь, симĕс чей, улма-çырла пирки те манмалла мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code