Паянтан Раççей Президенчĕн суйлавĕ пуçланчĕ — вăл 3 куна тăсăлать, мартăн 17-мĕшĕнче каçхине 8 сехетре вĕçленет. Вулакансене суйлав уйрăмлăхĕсем пирки Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ Владимир Николаев каласа парать.
— Раççей Президенчĕн суйлавне миçе тĕрлĕ мелпе хутшăнма пулать?
— Чăваш Енре сасăлава тĕрлĕ енлĕ хутшăнма май пур: суйлав участокĕсенче; сасăлав пỹлĕмĕн тулашĕнче (е «килте»); «мобильлĕ суйлавçă» механизм тата бюллетеньпе усă курмасăр ятарлă vybory.gov.ru портал (дистанциллĕ электрон сасăлав (ДЭГ) пулăшнипе. Кунсăр пуçне суйлав комиссийĕн членĕсем транспорт çỹремен тата суйлав участокĕ çук вырăнсене тухса сасăлаттараççĕ.
— Участока хăш вăхăтра пырса сасăлама юрать?
— Суйлав участокĕсенче 2024 çулхи мартăн 15, 16 тата 17-мĕшĕсенче 8-20 сехетсенче сасăлама пулать. ДЭГ порталĕнче вара çак кунсенче кирек хăш вăхăтра та сасăлама юрать.
— Суйлав бюллетеньне илме суйлавçă çумĕнче мĕнле документ пулмалла?
— Бюллетене списока кĕртнĕ суйлавçа кăна параççĕ. Унăн çумра паспорт е ăна улăштаракан урăх документ (паспорт улăштарнă чухне вăхăтлăх паракан удостоверени) пулмалла.
— Хăш-пĕр çынна килтен тухса çỹреме йывăр. Çавна май вăл суйлав участокне кайса сасăласси иккĕленỹллĕ. Ку лару-тăруран епле тухмалла?
— Суйлавçăн суйлав участокне пыма май çук тăк — унăн киле пырса сасăлаттарма заявкăпа тухмалла. Çавна май суйлавçăн е унăн пĕлĕшĕн мартăн 17-мĕшĕччен 14 сехетчен кун пирки сăмахпа каласа е çырса суйлав комиссине пĕлтермелле.
— Суйлавçă ДЭГ тренировкине хутшăнма заявлени панă, анчах тренировка витĕр тухайман — унăн заявление тĕрлĕ сăлтава пула шута илмен. Апла вăл Раççей Президенчĕн суйлавĕнче электронлă сасăлав мелĕпе усă кураймасть…
Дистанциллĕ электрон сасăлава республикăра пурăнакан 18 çул тултарнă çынсем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çирĕплетнĕ кăтарту пулсан кăна хутшăнма пултараççĕ. Енчен те суйлавçăн заявление «шута илмен» пулсан унăн суйлав участокне пымалла.
«Шута илнĕ» кăтартусем паллă, анчах «Суйлав» уйрăма кĕрейместĕн пулсан «ГАС ВЫБОРЫ» кăтартусене тĕрĕслемелле, хăвăр пурăнакан вырăнти территори суйлав комиссине е Елчĕкри нумай функциллĕ центра çул тытмалла.
— Эпĕ ДЭГа хутшăнса сасăлама заявлени панă, анчах сасăлав кунĕнче техника сăлтавĕсене пула дистанци мелĕпе сасăлаймастăп пулсан суйлав участокĕнче мана йышăнаççĕ-и?
— Енчен те сасăлав кунĕсенче суйлавçă умне техника ыйтăвĕсем йывăрлăх кăларса тăратсан вăл тепĕр компьютерпа усă курма пултарать. Çакăнта ăна тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем пулăшма тивĕç. Çавăн пекех муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсем суйлавçăн компьютерпа усă курма май пур вырăнĕсене палăртнă. Суйлавçăн Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе усă курнă чухне хăйĕн логинне тата парольне пĕлмелле. Компьютерпа усă курса сасăламалли вырăнсен списокне республикăри суйлав комиссийĕн сайтĕнче вырнаçтарнă.
— Суйлавăн тĕп принципĕсенчен пĕри — вăрттăн сасăлани. ДЭГпа усă курнă чухне ку епле пулса иртет?
— Малтан асăннă тытăм суйлавçă хăйĕн правипе туллин усă курнине кăтартать. Çавна май унăн хăйĕн кодне пĕлтермелле. Çавăн хыççăн ДЭГа хутшăнаканăн суйлав бюллетенĕ патне кĕме ирĕк пур.
Суйлав вăхăтĕнче асăннă тытăм суйлавçăн кодне пĕлет. Ăна урăх суйлавçăн кăтартăвĕсемпе танлаштарма май памасть. Сасăлав вăхăтĕнче суйлавçăн кăтартăвĕсене çав тытăм çине шута илсе ярса параççĕ. ДЭГа электрон бюллетеньпе хутшăнаканăн кăтартăвĕсене блокчейн-технологипе усă курса уйрăм блокра шута илеççĕ.
— Суйлав участокĕнчи суйлавçăн суйлав бюллетенĕ илнĕ хыççăнхи утăмĕ мĕнлерех?
— Суйлав бюллетенĕнче суйлавçăн хăй çĕршыв пуçлăхĕнче курас текен кандидатăн хушамачĕ хыçĕнчи тăваткала мĕнле те пулсан паллă (хĕрес, çаврашка, çекĕл) тумалла. Пĕр бюллетеньре икĕ е ытларах паллă лартсан, е пĕр паллă та лартмасан çак бюллетене юрăхсăр тесе йышăнаççĕ. Кашни суйлавçă хăйшĕн анчах сасăлать. Ыттисемшĕн сасăлама унăн ирĕк çук.
Хаклă юлташсем! Мартăн 15, 16, 17-мĕшĕсенче эсир пурте суйлава активлă хутшăнасса шансах тăратпăр. Енчен те суйлавпа çыхăннă ыйту пулсан эсир Елчĕк территори суйлав комиссине пыма (округ администрацийĕн çуртĕнчи 3-мĕш хутра вырнаçнă 18-мĕш пỹлĕм) е 2-54-92 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.
Елена ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕ.