Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяв мăнаçлăх çуратать

Уяв мăнаçлăх çуратать

Аслă Çĕнтерỹ! Çак куна эпир çулсерен тивĕçлĕ кĕтсе илсе ирттерсе яратпăр. Кашнин чĕринче мăнаçлăх çуратать вăл.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 79 çул çитнине халалланă митинг ыран Елчĕкри Тĕп лапамра 10 сехетре пуçланать. «Вилĕмсĕр полк» акцине кăçал массăллă хутшăнса Елчĕк урамĕпе утса çаврăнмăпăр — округ центрĕнче ятарлă баннер çинче вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ ветеран-фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен, хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисен портречĕсене курма май пулĕ. Йăлана кĕнĕ çамрăк армеецсен, техника парачĕ мăнаçлăх çуратĕ. Çак кунах Тĕп лапамран ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ ăсатĕ округ халăхĕ.

Аслă Çĕнтерỹ уявне халалланă мероприятисем паянах пуçланĕç: кашни ялтах вăрçăран таврăнайманнисене халалласа лартнă палăксен умĕнче митингсем тата концертсем ирттерме палăртнă. Каçхине 18 сехетре округ центрĕнче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа «Асăну çурти» ятпа иртекен акцие хутшăнĕç. Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем, тĕрлĕ вăхăтри хирĕç тăрăва хутшăннă ветерансем вĕçĕмсĕр çулăм умне гирляндăсем, чечек кăшăлĕсем хурĕç. Çапла майпа Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн паттăрсене тав тунин палли пулĕ ку.

Аслă Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе, туссем!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code