Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтак ĕмĕрех чĕрере

Салтак ĕмĕрех чĕрере

Вĕрентекен. Кашни вĕренекене хăйĕн ачи евĕр туйса ăс паракан тата пурнăçа вĕрентекен вăл. Класс ертỹçи пулсан вара ачасемшĕн уйрăмах çывăх. Çунат пиллесе шкултан ăсатса ярсан та чĕрисенчен кăлармаççĕ педагогсем вĕренекенĕсене, вĕсен шăпипе пурнăç тăршшĕпех интересленсе тăраççĕ.

Çак кунсенче редакцине Аслă Елчĕкре пурăнакан Елена Александровна Шакова кĕрсе тухрĕ.

— Хамăн вĕренекене, ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă салтака — Александр Малов аслă сержанта халалласа сăвă çыртăм. Пичетлеме юрăхлă-ши? Эпĕ Сашăн класс ертỹçи пулнă, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне вĕрентекен.

Пытармастăп, Елена Александровна Аслă Елчĕк шкулĕнче 10-11-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра маншăн та юратнă учительсенчен пĕри пулса тăчĕ. Патреккел ялĕнче нимĕç чĕлхине Евгения Васильевна Малова чунне парса вĕрентрĕ пулсан, Аслă Елчĕк шкулĕнче çак предмета Елена Александровна ертсе пычĕ. Ăшă та ырă кăмăлĕпе, хăйĕн пĕлĕвне ача ăсĕ тата чунĕ патне çитерме пултарнипе тыткăнларĕ вăл пире, чĕрене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçрĕ.

Хисепе тивĕçнĕ вĕрентекен пирки палăртса хăварни вырăнлă. Елена Александровна Шакова (Карягина) Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вĕсен эртелĕнче педагогсем татах та пур, педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 500 çултан иртнине пĕлтерет Е.Шакова. Шкул хыççăн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчи француз тата нимĕç чĕлхисен уйрăмĕнчен вĕренсе тухсан направленипе Елчĕк районне килнĕ хĕр. Аслă Елчĕк шкулне ĕçлеме вырнаçнă та унта мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăрăшнă, ĕç стажĕ 33 çулпа танлашать. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ вăл. Обществăлла ĕçре те хастар пулнă: пултарулăхне кура ăна парти райкомĕн членне, район депутатне, шкулти комсомол организацийĕн секретарьне суйланă.

Елена Александровна мăшăрĕпе Геннадий Николаевичпа 3 ача пăхса ỹстернĕ, вĕсене пурне те тивĕçлĕ воспитани, пĕлỹ панă. Шел пулин те, мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

— Александр Малов чĕререн тухмасть. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ салтакăн. Вăл — çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ, çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрĕ, тăванĕсен, ял-йыш, вĕрентекенсемпе тус-юлташĕсен асĕнче ĕмĕрех упранĕ, — палăртать Елена Шакова.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code