Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сỹтсе явмалли, канашламалли нумай пулнă

Сỹтсе явмалли, канашламалли нумай пулнă

Иртнĕ эрнере округ шайĕнчи «Чăваш Ен тĕревĕ» ятпа йĕркеленĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ пулса иртнĕ. Унта предпринимательсене тỹррĕнех пырса тивекен çивĕч ыйтусене уçăмлатнипе пĕрлех бизнеса тухăçлă аталантарма май паракан мелсем пирки те сỹтсе явнă.

Округри социаллă экономика аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пысăк вырăн йышăнать. Çакăн йышши мероприятисем шăпах предпринимательсен пĕр-пĕрин ĕçри опытне тата вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсене ăса хывма пулăшма тивĕçлĕ. Пуçтарăннисен умĕнче тухса калаçнă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та çак шухăша палăртса каланă.

Социаллă экономика аталанăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырас тесен халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмĕсене анлăн ĕçе кĕртмелле. Чăваш Енре вăйра тăракан «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхпе уйрăм пуçарусене хавхалантарасси» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хăйсен ĕçне йĕркелесе пыракансене бизнеса аталантарассин кашни тапхăрĕнче тĕрлĕрен пулăшу мелĕсене çирĕплетнĕ: бизнес йĕркелеме шут тытнинчен пуçласа уйрăм отрасльсенче проектсене ĕçе кĕртни тата вĕсене анлăлатса пыни таранах.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне округра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 462 субъектне шута илнĕ, çав хисепрен 62-шĕ — пĕчĕк тата вăтам предприятисем, 400 уйрăм предприниматель шутланать. Отрасльсем тăрăх пайласа пĕтĕмлетес пулсан, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре уйрăм суту-илỹ тата обществăлла апатлану — 38, ял хуçалăхĕ (экономикăри тĕп сектор) — 26, продукцие ĕçлесе хатĕрлессипе çыхăннă производство — 17, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтересси — 11, строительство 8 процент йышăнаççĕ. Предпринимательсем туса илекен продукцин çаврăнăшĕ 2023 çулта 13,7 процент ỹснĕ, вăл 3,1 млрд тенкĕпе (2022 çулхипе танлаштарсан 113,7 процент) танлашнă.

Елчĕк тăрăхĕнчи предпринимательсемпе тĕл пулма тата вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав пама Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерствин предпринимательство аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Снежана Севрюкова, «Микрокредитная компания «Агентство по поддержке малого и среднего бизнеса в Чувашской Республике» АНО директорĕн çумĕ Александр Быченков, «Гарантийный фонд Чувашской Республики» АНОн ĕç тăвакан директорĕн çумĕ Надежда Аржаева хутшăннă. Вĕсем предпринимательсене паракан гарантисем, укçа-тенкĕ пулăшăвĕ пирки каласа кăтартнă.

Çỹлерех аса илнĕ наци проекчĕпе килĕшỹллĕн предпринимательсем хăйсен ĕçне аталантарма ытти пулăшу мелĕсемпе те усă курма пултараççĕ. Çакăн пирки Илья Тукмаков — республикăри бизнес-инкубатор ертỹçи чарăнса тăнă. Ростислав Игнатьев (туризма аталантарассипе ĕçлекен агентствăн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан), Андрей Смирнов консультант тухса калаçнинчен те округри предпринимательсем хăйсене кирлине нумай пĕлнĕ, квалификациллĕ пулăшу илнĕ.

Иртнĕ çулсенче патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăй ĕçне малалла аталантаракан Илья Григорьев çамрăк предприниматель хăйĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ.

Бизнес тата предпринимательство ĕçĕнче пуçарулăхпа палăракан, çапла майпа округ аталанăвĕнче пысăк тỹпе хывакан хастар çынсен пĕр ушкăнне округ администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code