Чăваш Енре «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ малалла пырать. Вăл кăçалхи юпа уйăхĕччен тăсăлать.
Паянхи кун тĕлне пирĕн округпа унăн пухмачне 123 пин те 983 тенкĕ пухăннă. Чи нумай сумма хывнисене палăртса хăвармаллах. Округри Депутатсен пухăвĕн председателĕн çумĕ, «Яманчурино» сахал яваплă обществăн директорĕ Владимир Рахмуллин ертсе пыракан коллектив чи маттурри — 25 пин тенкĕ. Елчĕкри (17 пин), Кушкăри (12 пин) вăтам шкулсен, акционерсен «Прогресс» хупă обществин (10 пин) коллективĕсем те пархатарлă ĕçре хăйсен пысăк тỹпине хывнă.
Пухăннă укçа-тенкĕ, иртнĕ çулсенчи пекех, хамăрăн округа юлать. Вăл вĕренỹ ĕçне аталантарма тата чирлĕ ачасене пулăшма кайĕ.
Асăннă марафонпа килĕшỹллĕн республикăра «Çитĕннисем — ачасене» акци те пырать.