Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăрăхра мĕн тумалла?

Шăрăхра мĕн тумалла?

Шăрăх çанталăкра ватăсемпе ачасем, чирлĕ çынсем анчах мар, çамрăксем те хăйсене канăçсăр тытаççĕ.

Хĕвел çинче вăрах вăхăт çỹрени организмшăн сиенлĕ. Чылай чух хĕвел ỹте пĕçертсе илме е çын хĕрỹ хĕвелтен тата шайсăр ăшăран инкек тỹсме пултарать. Çапла ан пултăр тесен хăш та пĕр ансат йĕркесене пăхăнар.

Шăрăхра кăнтăрла 11 сехетрен пуçласа каçхине 16 сехетчен урамра çỹрессинчен пăрăнăр. Специалистсем хыпарланă тăрăх, хĕвел питĕнче çур сехет ирттерекен çыннăн организмĕ 3,3 литр шыва вĕреме кĕртме май паракан ăшша йышăнать, вăл уйрăмах пуçа йывăрлăх кỹрет.

Хĕвел ăшши анратсан (солнечный удар) мĕн тумалла? Кĕтмен çĕртен пырса çапать çак инкек. Çилсĕр çанталăкра кăштах хĕвел çинче çỹресен те шар тỹсме пултарать этем. Чи малтанах вăйсăрланнине туять, куç умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ çавракасем выляма пуçлаççĕ, пуç çаврăнать тата кăмăл пăтранать, пуç ыратать. Хĕвел çинче çỹренĕ хыççăн 6-8 сехет иртнĕ хыççăн та пырса çапма пултарать çак инкек.

Ăшă анратнин сăлтавĕ (тепловой удар) — хĕвел çинче е хĕвелсĕр пăчă çанталăкра çỹрени, сывлăш кĕмен пỹлĕмре ĕçлени, хулăн тум тăхăнни, шăрăхра вăйран кайиччен ĕçлени. Хĕвел анратни пуç мимине пырса тивет пулсан, ăшă анратни пĕтĕм кĕлеткене хĕртет, ỹт температурине хăпартать, вăйран ярать, куç умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ пăнчăсем выляççĕ, пуç çаврăнать, кăмăл пăтранать. Çын тăнне çухатма та пултарать. Ытларах тулли çынсем, чĕре, эндокрин чирĕсемпе аптăракансем, эрех-сăрапа иртĕнекенсем, çамрăк ачасем, ватă çынсем, шăрăха хăнăхманнисем (маларах çурçĕр енче пурăннă пулсан) аптăраççĕ.

Хĕвел пĕçертсе илсен шар курнă çынна чи малтанах сулхăна куçармалла е пỹлĕме илсе кĕмелле, пĕçертнĕ вырăна сивĕ шывпа тытмалла. Ỹт температури хăпарсан, хăстарсан е кăмăл пăтрансан тỹрех «Васкавлă пулăшу» машинине чĕнсе илмелле. Çакна та асра тытар — ỹтре хăмпăсем тухсан вĕсене шăтарма юрамасть, тухтăра кăтартмалла.

Хĕвел анратсан та çынна чи малтанах сулхăн вырăна куçармалла, кăкăра хĕсекен тумтире хывмалла е тỹмисене вĕçертмелле, пуç çине нỹрлентерсе пит шăлли хумалла, питпе кăкăра уçă шывпа пĕрĕхтермелле, ăшă минераллă шыв ĕçтермелле. Тăнне çухатсан хăяккăн вырттармалла, пуçĕ çине сивĕ япала хумалла, «Васкавлă пулăшу» чĕнсе илмелле.

Ăшă аптăратсан та çак мелсемпех усă курмалла. Çав вăхăтрах хырăм айне, хул хушши тата мăй çине сивĕ шыв тултарнă савăт хумалла е пăр тытмалла (15 минут иртсен 15-20 минут тăхтав тăвăр).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code