Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Социаллă» статус çăмăллăх кỹрет

«Социаллă» статус çăмăллăх кỹрет

2024 çулта Чăваш Енри пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 95 субъектне социаллă предприяти статусне панă. Ведомствăсен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем социаллă предприятисем пулнине çирĕплетес енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн Экономика аталанăвĕн министерствинче иртнĕ ларăвĕнче çакăн пек йышăну тунă.

«Социаллă предпринимательсен йышĕ ỹссе пыни пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕнче социаллă ыйтусене татса пама, социаллă пулăшу ĕçĕсене анлăлатма, халăхăн хỹтлĕхсĕр сийĕсене ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан çул-йĕрĕсенчен пĕри», — тет экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов.

Хальхи вăхăтра республикăра предпринимательлĕхĕн 95 субъекчĕ социаллă предприятисен статусне йышăннă. «Социаллă» ята чи малтан ĕçĕ-хĕлĕ обществăна усă кỹрессипе, граждансен, обществăн социиаллă ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă предприятисем тивĕçеççĕ. Çак статус мĕн парать?

Пĕрремĕшĕнчен илсен, финанс пулăшăвĕ. 2021 çултан тытăнса социаллă предприятисем социаллă проектсене пурнăçлама грант пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Юлашки 3 çулта Экономика аталанăвĕн министерстви 36,1 миллион тенкĕлĕх социаллă 78 проекта пурнăçлама пулăшнă.

Иккĕмĕшĕнчен илсен, Экономика аталанăвĕн министерстви сĕннипе 2025 çултан социаллă предприятисем валли налук çăмăллăхĕсене вăя кĕртеççĕ. УСНпа усă курнă чухне налука тăкаксен виçи чухлĕ пĕчĕклетнĕ тупăшран илеççĕ пулсан налук 10 процентпа танлашать, налука тупăш виçинчен тỹлесен — 4 процент.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code