Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен

— Чĕрĕлнĕ кун (вырсарникун) çĕвĕ çĕлеме юрать-и?

— Вырсарникун — Христос вилĕмрен чĕрĕлнĕ кун. Çавăнпа та вăл кун Турăшăн тăрăшса пурăнмалла. Çав кунхине епле те пулин е ватă çын, е чирлĕ этем хăйшĕн мĕн те пулин туса пама ыйтать пулсан — ĕçлеме юрать. Ку вăл — çынна ырă туни çеç. Христосăн чăн-чăн çыннийĕсем çапла тăваççĕ те ĕнтĕ.

Эпир епле пурăнатпăр-ха? Çуркуннерен пуçласа кĕрхи кунсем çитичченех эпир — дачăсенче. Чĕрĕлнĕ кунсене те, праçниксене те пăхса тăмастпăр — ĕçлетпĕр те ĕçлетпĕр çеç. Çапла эпир ỹтшĕн анчах тăрăшатпăр. Праçниксенче мĕншĕн ĕçлеме юрамасть-ха? Палех хули çывăхĕнче Красное ятлă сала пур. Эпĕ çавăнта ĕçлерĕм пĕр вăхăт. Пĕррехинче кỹршĕри кинеми пычĕ те: «Батюшка, — тет, — атя-ха пĕр тĕлĕнмелле япала кăтартатăп». Ун чухне çуллаччĕ. Унăн пахчине кĕтĕмĕр. «Акă кур, — терĕ кинеми мана, — эпĕ çак çĕрулмине вырсарникун лартнăччĕ, ак çак вырăнтине — тунтикун». Анкартине пăхатăп та — икĕ пая пайланă пекех: пĕр пайĕнче çĕрулми çỹллĕ. Тунтикун лартни. Тепри аран-аран шăткаласа тухать: вырсарникун лартни. Куратăр-и, чĕрĕлнĕ кунсенче те, праçниксенче те ĕçлеме юрамасть.

— Типĕ вăхăтĕнче аш-какай, сĕт-çу çиме юрамасть тетпĕр. Типĕ тытнă кунсенче вăй-халпа çыхăннă йывăр ĕçсене тумалла пулсассăн, калăр-ха, епле ĕçлемелле?

— Выльăх-чĕрлĕхпе ытти чĕрчунсене тата этеме пултарнă чухне Турă вĕсене пурне те курăкпа тăранса пурăнмалла тунă. Пирĕн вар-хырăм та, хул-çурăм та аш-пăша йышăнса пĕтереймест. Çавăнпа та кĕлеткере сиенлĕ япаласем пухăнма тытăнаççĕ, чир-чĕр пуçланать. Кам та кам какай çеç çисе пурăнать — çавă пит çиллес этем, хаяр кăмăллă çын. Пахча кỹрсе тăракан çимĕçсемпе пурăннă чухнех пирĕн кăмăлăмăрсем йăвашланма пуçлаççĕ. Авă, тинкерĕр: слонсем, лашасем, вăкăрсем — пĕри те аш, кăлпасси тата ытти йышши тутлă апат çимеççĕ, анчах вĕсем курăкпа тăранса пурăннипех вăйлă.Хамăр кăмăл тусах типĕ тытмастпăр пулсан, вăйпах типĕ тытма тăрăшмалла. Кăмăла пăхса тăмалла мар. Çăкăр таврашне витрене, çỹп-çап купи çине мĕн чухлĕ пăрахмастпăр пуль! Ĕлĕкхи çынсем вара мĕнле пурăннă? Çулталăкра 280 кун хушши типĕ тытнă! Çапла вара вĕсем выльăх-чĕрлĕх паракан апат таврашне нумай перекетленĕ. Çăмарта пухса Чиркỹ тума панă. Çыннисем вара, пирĕнпе танлаштарсан, темиçе хут сывлăхлăрах пулнă. Халĕ ĕнтĕ типĕ тытмастпăр — сывлăхĕ те çук. Тутлă апат çиетпĕр, сывлăхĕ вара мĕншĕн çук? Тутлă апат этеме хăйне «çиме» тытăнать: пуç ыратать, юн пусăмĕ хăпарса каять, урасем шыçăнаççĕ, чĕре сикет…этемĕн хул-çурăмне пĕтĕм сиенлĕ япала тулса ларнă.

Ялти кăмакана хутакан çын аван пĕлет: хутма тесе кăмакана вутă чиксе тултарсан, уçмалли-хупмаллисене кирлĕ пек уçса хупман пулсан, тĕтĕм урамалла мар, пỹрте тухса тулать. Çавăнпа та, кăмака тĕтĕм ан кăлартăр тесен, мăрьене тасатсах тăмалла, вут-шанкине те виçеллĕ çеç хумалла, сывлăш куçса тăракан вырăнсене кĕлпе хăрăмран тасатмалла. Этемĕн ăш-чиккинче те çакнашкаллиех пулса иртет. Кăмака хăрăмпа та, кĕлпе те тулса ларнă пек, этемĕн пĕверĕсемпе пỹрисем, вар-хырăм таврашĕ сиенлĕ япаласемпе тулса тăраççĕ. Вĕсене епле тасатмалла? Типĕ тытса, таса шыв ĕçсе. Чиркỹре пĕтĕмпех ăслă, вырăнлă йĕркепе пулса пырать. Çулталăкра 365 кун, вĕсенчен 280 кунĕ — типĕ тытмалли. Типĕ тытма ятарласах палăртнă вăхăтсем — тăваттă. Унсăр пуçне кашни юнкунпа эрнекунах типĕ тытмалла. Çавă кăтартнă вăхăтсенче типĕ тытса этем хăйне хăех аван тасатать. Вăл хăйне çăмăл, аван туякан пулса çитет. Типпе хăнăхма йывăр-и? Паллах, çăмăл мар, йывăр. Пĕрре хăнăхиччен кăна çапла ку. Пĕрре хăнăхсан, типĕ тытни епле усăллă пулнине пĕлсе çитсен, этем хăех типĕ тытма пуçлать. Чылайăшĕ вара типĕ тытмалли вăхăт иртсе кайнăшăн пăшăрханаççĕ. Вĕсемшĕн — аш-пăш çисе пурăнма хăнăхасси йывăр япала.

Амвросий (ЮРАСОВ) архимандрит.

(«Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен» кĕнекерен).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code