Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çитес çул та ирттерĕç

Çитес çул та ирттерĕç

Таяпа хулашĕнче ирттернĕ экспедицире археологсем 8 пин япала тупнă.

Историксем 28 гектар йышăнакан пысăк палăка 2018 çултанпа тĕпчеççĕ. Кăçал икĕ эрнере 252 тăваткал метр лаптăка чавнă. Çавна май юнашар лартнă, пĕренерен тунă кĕлетсем куç умне тухнă. Ăсчахсен шухăшĕпе, вĕсем лаша витисем пулма пултарнă. Çавăн пекех пухмачра — ухă йĕппин вĕçĕ, çĕçĕсем, пуртă, 19-мĕш ĕмĕрти тимĕр укçа, хĕрес тата ыт.те. 2018 çулта черетлĕ экспедицире тимĕрçĕ лаççине тупнă. Хулаша сахал тĕпченине шута илсен вăл чылай вăрттăнлăх упранине палăртмалла. Çавăнпа шырав ĕçĕсене çитес çул та ирттерĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code