Пепке çураласса кĕтекен арçынсем валли Шупашкарта ятарлă урок иртнĕ.
Çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килессе мĕнле хатĕрленмелле? Тин çуралнă ачана мĕнле пăхмалла? Çак енĕпе хăнăху илес тесе пулас ашшĕсене çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Хулари 1-мĕш клиника больницин хĕрарăмсен консультацине йыхравланă. Пулас ашшĕсемпе занятие акушер-физиологи уйрăмĕн ертỹçи Александр Чачик ирттернĕ. Вăл ача кĕтнĕ вăхăтра тата çуратнă хыççăн хĕрарăмăн организмĕ мĕнле улшăннине, еплерех йывăрлăхсем сиксе тухма пултарнине ăнлантарнă, пепкене пăхасси пирки сĕнỹсем панă. Палăртмалла: пулас ашшĕсен шкулĕ кварталта пĕрре иртет.