Тĕнче улшăнать, унпа пĕрлех пирĕн пурнăç та. «Цифра экономики» термин паян анлăн сарăлчĕ. Тĕнче шайĕнчи çак программа чылай çĕршывра ăнăçлă пурнăçланса пырать.
Экономикăна цифрăлани вăхăта та, укçана та перекетлет. Темиçе пускăч пуснипе апат-çимĕç саккас паратпăр. Ăна мĕнле пĕçернине, ăçта илсе çитернине те сăнаса тăратпăр. Паян килтен тухмасăрах кирлĕ тавара туянма пулать, мĕнле калас, диван çинче ларсах. Лавкка тытса тăрасси, сутуçăна укçалла ĕçлеттересси кирлĕ мар. Интернет лавкка уç та — ĕçне аталантар. Çакнашкал ытти сервиссем анлă сарăлаççĕ.
Цифра экономики транспорт сферине те ярса илчĕ. Тĕнчери хула урамĕсене пилотсăр таксисем тухма пуçларĕç. Каршеринг тытăмне илер — автомашинăсене кĕске вăхăтлăха тара илме май паракан сервис пысăк хуласенче вăйлă аталаннă. Çак проектсем интернета, «ăслă» технологисене пула пурнăçланаççĕ.
Халăха патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленин витĕмĕ те пысăк. Çынсен пысăк пайĕ унпа хастар усă курать: налук службин, пенси фончĕн, Росреестр ресурсĕсенче, ытти информтытăмпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ.
«Цифра урокĕ» вĕренỹ проекчĕ пысăк вырăн йышăнать. Вăл «Цифра экономики» проект шайĕнче пурнăçланать. Шулсенче те вăй илсе пырать. Ашшĕ-амăшĕ, ачасем электрон дневникпа анлăн усă куратпăр. Чăваш Республикинче IT тытăмĕнче квалификациллĕ специалистсем хатĕрлесси вăй илнĕ. Шкул ачисем валли «IT ШКОЛА SAMSUNG» программа ĕçлет. Аслă шкулсенче ку енĕпе ятарлă вĕрентỹ проекчĕсем пурнăçланаççĕ.
Çĕнĕлĕх нумай ыйту çуратнине те палăртмалла. Тĕрĕссипе, этемлĕх хуть мĕнле çĕнĕлĕхе те сисчĕвленсе йышăнать. Кайран хăех йăлт йĕркеленет. Экономика аталанăвĕ пултăр тесен, цифра экономикин çĕнĕ технологийĕсене производствăна кĕртме условисемпе тивĕçтермелле, инновациллĕ пĕлỹ патне çул уçмалла. Çавна май кадр потенциалне çĕнетесси регион проекчĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.
Сăмахран, хăй вăхăтĕнче пир тĕртекенсене автоматизациленĕ станоксем хăратнă. Анчах çын ĕçсĕр юлман. Çĕнĕ технологисем çĕнĕ сферăсенче ĕç вырăнĕсем туса панă. Чи кирли — çĕнĕлĕхсене кура вĕрентỹ программине улăштарса пымалла, вăл ĕç рынокне кирлĕ специалистсемпе вăхăтлă тивĕçтерсе пырĕ.
М.СТЕПАНОВ.