Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн округра «Шкула кайма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ иртет.
Юнкун пархатарлă ĕçе Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. Вĕсем округ администрацийĕн ĕç пỹлĕмĕнче тăватă ачаллă çемьене йышăннă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, шкула вĕренме кайма кирлĕ хатĕрсем парнеленĕ.
Нумай ачаллă е йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çемьесене эсир те шкул хатĕрĕсемпе пулăшма пултаратăр. Ку тĕлĕшпе Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрпа çыхăнмалла. Телефон: 2-57-69.