Çирĕклĕ шывĕн сулахай енче вырнаçнă Матросов тăкăрлăкĕ ял пуçланса кайсанах йĕркеленнĕ теççĕ. Çуллахи вăхăтра техника ытлашши кĕрсе çỹременрен эпĕ астăвассах кунта симĕс курăк ешеретчĕ, халĕ те çаплах. 1962 çулхи çу уйăхĕн 7- мĕшĕнчи хăрушă пушар вăхăтĕнче 32 çуртпа пĕрле пирĕн кил те шĕл кăвара çаврăннăччĕ те, эпир çак тăкăрлăкри аннен тăван аппăшĕ патне пурăнма куçнăччĕ. Улма-çырла пиçнĕ вăхăтра Петр Матросов пỹрчĕ умĕнчи лапсăркка туратлă пан улми йывăçĕн çимĕçĕсем ача-пăчана хытах илĕртетчĕç. Вĕсене тутанса пăхма ушкăнпа та, пĕччен те кĕрсе тухни, тепĕр чухне кил хуçисен амăшĕ пире, шĕвĕрккесене, çĕр çине ỹкнĕ хĕрлĕ пан улмисене пуçтарса пани асра юлнă.
Шăпах çак çуртра пурăнать вăрçă ачи, ĕç ветеранĕ, 35 çул почтальонкăра ĕçленĕ, 8 ача амăшĕ Зинаида Васильевна Матросова. Эпир ун патĕнче пултăмăр. 85 çулпа пыраканскер, хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ.
Çара ураллă ачалăх
Ашшĕне астумасть вăл. Василий Павлович Уткин 1941 çул вĕçĕнче вăрçăра хыпарсăр çухални çинчен çыру килнĕ чухне çулталăк çурăри ача пулнă. Ăна аса илтерекен сăн ỹкерчĕк Зинаида Васильевна пурăнакан çуртра чи сумлă вырăнта çакăнса тăрать.
— Вăрçă çулĕсем, пирĕн ял çыннисемшĕн уйрăмах йывăр килнĕ. Колхоз вăрçă вĕçленсен те 8 çул ĕçлекенсене тырă валеçмен — мĕнле пурăннă çынсем, паянхи кун та тĕлĕнмелле, — аса илет ватă.
— Хамăр енчи кĕске варта тĕрлĕ ỹсен-тăран — кĕпçе, вырăс хуххи, çерçи чĕрни, кăшкар ути çисе хырăма улталанă. Пĕр хăрушă пулăм вара ĕмĕрлĕхе асра юлнă. Шкула пĕрремĕш класа каяс çул пулса иртрĕ ку пулăм. Вырма вăхăчĕ пырать. Çитĕннисем ир пуçласа каçчен хирте. Хамăр тăрăхра пурăнакан 12-13 ачана пирĕн пысăках мар çурта хăварнă. Асли вырăнĕнче 3-4-мĕш класа каякан Лидия Жукова. Кăнтăрла иртсен хĕвеллĕ çанталăк тăруках тĕксĕмленчĕ, çил-тăвăл тухрĕ. Аслати кĕмсĕртетме, çиçĕм çиçме тытăнсан пурте пỹрте тарса кĕтĕмĕр. Пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе чĕтресе ларатпăр. Тулта хăрушă аслати сасси, йăлтăр-ялтăр çиçĕм вăйланса пычĕ. Тем самантра пуç тăрринчех питĕ хытă кĕмсĕртетрĕ, пỹрте темле çутă япала вирхĕнсе кĕчĕ. Шалта пĕр самант çаврăнса çỹрерĕ те куçран çухалчĕ. Çакăн хыççăн аслати кĕмсĕртетĕвĕ, çиçĕм çиçесси чакса пычĕ. Шултра çумăр çаплах шăпăртатрĕ. Пире те чун кĕме пуçларĕ. Майпен хускалма, йĕри-тавра пăхкалама тытăнтăмăр. Манран пĕр çул кĕçĕнрех Матросова Зоя çеç пĕр хускалмасăр выртать. Аслăрах ачасем шыв сапса пăхаççĕ — усси çук. Çумăр чарăнсан хиртен аслисем анчĕç. Аçа çапнă, халь те тăна кĕмен 6 çулхи ачана çĕр айне чавса хурар теççĕ. Çапла тусан аçа çапнă çын чĕрĕлет имĕш. Çапла турĕç те. Пирĕн Зойăн пуçĕ çеç курăнса выртать. Тахăшĕ тăнсăр выртаканскере çăварĕнчен пыл хыптарма сĕнчĕ. Ун чухне, эмел тавраш пулманран, тĕрлĕ курăкпа, пылпа сиплетчĕç. Эпир, пĕчĕккисем, айккинче тĕршĕнсе, шикленсе тăратпăр, пире çывăха ямаççĕ. Тем вăхăт иртсен Зоя йĕри-тавра пуçтарăннă çынсем калаçнине илтетпĕр: «Сăнĕ улшăнса пырать», — тет пĕри. «Тутине çулама пуçларĕ», — тет тепри. Вăхăт иртсен аслисен калаçăвĕнчен хĕр ача майпен куçне уçнине, тăна кĕнине пĕлетпĕр.
Мĕн пулса иртни çав кунах паллă пулнă. Пирĕн çурт кĕпер урлă каçсанах Çирĕклĕ шывĕн çыранĕнчи сăрт çинче ларать. Аçа-çиçĕм чи çỹлте вырнаçнă çурта çапнă. Чăмăр çиçĕм (шаровая молния) мăрье çумĕнчи хăман пĕр енне сĕлĕ пĕрчи пек туса шала вирхĕнсе кĕнĕ, темиçе хут çаврăннă, Зойăна лектернĕ, унтан уçă алăкран тухса кайнă. Телее, Зоя сывалчĕ, ỹссе çитĕнсе çемьеллĕ пулчĕ. Унăн тата манăн упăшкан — Петр Матросовăн ашшĕсем пĕр тăванччĕ. Шел, иккĕшĕ те хаяр вăрçă вутĕнчен тухаймарĕç.
Александр Осипович 1944 çул пуçламăшĕнче Украинăри Букрин плацдармĕнче çапăçура йывăр аманнă хыççăн пурнăçран уйрăлнă. Пăятам, Николай Осипович, 1945 çулхи январь уйăхĕнче çар госпиталĕнче яланлăхах куçне хупнă.
Пĕчĕкрен çурма тăлăх, выçăллă-тутăллă ỹснĕ пĕртăвансем. Асли, Элекçей, 1933 çулта çуралнăскер, вăрçă вăхăтĕнче колхоз ĕçне пикеннĕ. Колхоз ĕçлекенсене апат пĕçерсе çитернĕ, çакă çеç нумайăшне выçă вилесрен хăтарса хăварнă. Зинăпа унран виçĕ çул аслăрах тетĕшĕ Геннадий, ытти чылай ача пекех, çиме çăкăр, тăхăнма çи-пуç, атă-пушмак çитменнине туйса ỹснĕ.
Ир тăракан тутă пулнă
Ялти ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçлесе ỹснĕ. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ çулсенче хирте пучах пуçтарнинчен пуçланнă вĕсем ĕçе хăнăхасси. Унтан килти хуçалăхра та, колхозра та вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен иккĕмĕш çурринче пурнăç ялта çав-çавах йывăр пулнă-ха. Çак вăхăтра ялти çынсене вербовкăпа тĕрлĕ хуласемпе облаçсене ĕçлеме кайма ирĕк пама тытăннă. Хĕрсене те Калинин облаçне торф кăларма чĕннĕ. 16 çул тултарнă Зина хăйĕнчен аслăрах хĕрсемпе пĕрле Вышний Волочок тăрăхне тухса кайнă. Унта ĕçлесе пурăннине çапла аса илет:
— Калинин облаçĕнче торф кăларнă çĕрте чăваш хĕрĕсем ĕçчен пулнипе палăрчĕç. Эпир çанă тавăрса ĕçленĕ, çавăнпа пире питĕ мухтатчĕç. Ĕçĕ йывăртан апат-çимĕçпе лайăх тивĕçтеретчĕç, вăл йỹнĕччĕ. Столовăйĕнчи вир пăтти кивĕ укçапа та виçĕ пус анчах тăратчĕ. Анчах эпир унта апатланма çỹреместĕмĕр, хамăр пỹлĕмре хатĕрлеттĕмĕр. Мĕншĕн тетĕр-и? Ун чухне чăваш хĕрĕсем ютра çынран питĕ вăтаннă. Çур çула яхăн торф кăлартăмăр. Кăштах пуçтарăннă укçапа пир тĕртмелли çип туянма Мускава чарăнтăмăр. Трамвай çинче такам алăран ярса тытрĕ. Çаврăнса пăхатăп та — юнашар аттепе пĕр тăван Витя тете, Мускавра ĕçлесе пурăнаканскер, тăра парать. Магазинта çип туянма пулăшрĕ, пире поезд çине лартса ăсатса ячĕ.
Кĕркунне хĕрсем Мускаври чукун çул çине ĕçлеме кайма пуçтарăнчĕç. Рита, Лиза, Рая, Йăкăнат Нини тухса кайрăмăр. Ĕçĕ çăмăл мар, кирек мĕнле çанталăкра та чукун çул çинче вăй хуратпăр. Кунта та чăваш ятне ямарăмăр. Ставрополь крайне темиçе хут та ĕçлеме ячĕç. Кисловодск, Минеральные Воды, Сочи хулисенче пурăнса куртăмăр. Çапах та чĕре тăван тăрăха, тăван яла туртать. Икĕ çул çурă ĕçленĕ хыççăн каялла таврăнтăмăр.
«…»
Николай АЛЕКСЕЕВ.
Сăн ỹкерчĕкре: Зинаида Васильевна ывăлĕпе тата хĕрĕсемпе.