Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăватă номинаци призерĕ

Тăватă номинаци призерĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун вырăнти, территори пайĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулу савăнăçлă самантран — Леонард Левый Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионти шайĕнче палăрнă ĕçтешĕсене саламланинчен пуçланнă. Калас пулать, пирĕн округ асăннă конкурсăн тăватă номинацийĕнче призерсен йышне кĕнĕ: «Муниципалитет пĕрлĕхĕнче пурăнакансемпе тухăçлă çыхăну йĕркелени, территорин обществăлла хăй тытăмлăхне аталантарни тата çынсене вырăнти тĕрлĕ ĕçе явăçтарни», «Муниципалитетра нацисем хушшинчи мирпе килĕшĕве çирĕплетни, ку тĕлĕшпе наци политикинче туса ирттернĕ ĕçсем» (2-мĕш вырăн), «Муниципалитетăн экономика политики тата муниципалитет финансне тытса пырасси», «Хула строительстви, çынсене хăтлă пурнăç йĕркелени тата пурăнмалли çурт-йĕр аталанăвĕ» (3-мĕш вырăн).

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков уй-хир ĕçĕсем пирки чарăнса тăнă. Хăш-пĕр кăтартусемпе хаçатри уйрăм информацире паллашма пулать.

Финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина 2024 çулхи январь-июль уйăхĕсенче округ бюджечĕ мĕнле пурнăçланнине çутатнă. Кунта икĕ тĕп кăтартăва палăртса хăварар: тупăш пайĕ 314244,0 тенкĕпе, расхут 321088,3 тенкĕпе танлашнă.

Сивĕ кĕр кунĕсем çывхарасси те инçе мар, çавна май ăшăту тапхăрне маларах хатĕрленсе çитни тĕрлĕ кĕтменлĕхрен упрать. Строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров пĕтĕм социаллă объектсем хĕле хатĕррине пĕлтернĕ. Вăл шутра: сывлăх сыхлавĕн 22 объекчĕ, 8 шкул, 3 ача сачĕ, 30 культура çурчĕ, хушма пĕлỹ паракан 2 учреждени.

Хăш-пĕр регионта эпизооти лару-тăрăвĕ çивĕчленни пире асăрхануллă пулма, тивĕçлĕ профилактика ĕçĕсем йĕркелеме кирли çинчен калать. Округри ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Денис Баймушкин вырăнта туса ирттерекен мероприятисем (диагностика тĕпчевĕсем, прививка) çинче чарăнса тăнă. Ку енĕпе специалистсем туса ирттерекен ĕçсене граждансем те ăнланма тата пулăшма тивĕç.

Канашлура ытти ыйтусене те тишкернĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code