Ку улшăнусем водительсене пырса тивеççĕ. Çапла вара палăртнă кунран вăя кĕрекен саккунпа, çулсем çине фотовидеофиксаци камерисем вырнаçтарас йĕрке, аптечкăсен составĕ (хаçатра çырнăччĕ) улшăнать тата ОСГОП полис кирлĕ пулать.
Камерăсене авари пулас хăрушлăх пысăк участоксенче, çулсем хĕресленнĕ вырăнсенче, обществăлла транспорт валли уйăрнă йăрăмсем, йывăр тиевлĕ машинăсен виçе контролĕ, çуран каçмалли, техникăна хăварма юраман вырăнсенче, остановкăсен çывăхĕнче вырнаçтарĕç.
Çул-йĕр хуçисен сентябрĕн 1-мĕшĕнчен хăйсен участокĕнче ăçта тата мĕнле камерăсем пуррине, унти кăтартусене улăштармасăр ШĔМе памалла. Автоинспекци унти информаци тăрăх водителе штраф çырса парать. РФ Патшалăх автоинспекцийĕн официаллă сайчĕн ятарлă пайĕнче регионсенче ăçта мĕнле камерăсем вырнаçтарнă информаци пур.
Çак уйăх пуçламăшĕнчен çынна турттаракан транспорт компанийĕсен автомобилĕсен (таксисен) обязательнăй йĕркепе пассажира страхлакан ОСГОП полис пулмалла. Инкеке лексен, пассажира страховка тỹлеме кирлĕ ку. ОСГОП полис çук тăк должноçри çынна 40-50 пин, предприяти-организацие — 500 пин-1 миллион тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ.