Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Террористсен нацилĕхĕ çук

Террористсен нацилĕхĕ çук

Округри шкулсемпе вулавăшсенче террора хирĕç пĕр шухăшлă пулнине палăртса астăвăм сехечĕсем ирттернĕ.

Мерориятисене 20 çул каялла авăн уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Çурçĕр Осетин Беслан хулинчи 1-мĕш шкулта пулса иртнĕ террорла актпа çыхăнтарнă.

Çав кунсенче хĕç-пăшаллă боевиксем шкулти спортзалта 1100 ытла çынна шывсăр, апатсăр заложниксен йышĕнче тытса тăнă. Сирпĕнỹ тата перкелешỹ саманчĕсенче 314 çыннăн, çав шутра 186 ачан пурнăçĕ татăлнă. Унсăр пуçне 333 çăлавçă пуçĕсене хунă. Аманнисем — 700 ытла.

Халĕ, çав çветтуй вырăна, «Пирĕштисен хули» тесе ят панă. Унпа паллашма, пуç тайма тата чечексем хума Раççейри, тĕнчери ял-хуларан çын йышлă килет.

Терроризма хирĕç кĕрешмелле, яланах сыхă пулмалла. Унăн нацилĕхĕ çук.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code