Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă тĕслĕх

Ырă тĕслĕх

Ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа тата паттăрлăхпа палăрнăшăн тĕрлĕ наградăсем тивĕçнĕ ентешсенчен хыпарсем килсех тăраççĕ. Вĕсемпе эпир савăнатпăр, мăнаçланатпăр, кашнинех киле ырă-сывă таврăнасса кĕтетпĕр.

Елчĕкри Дмитрий Тихонов нумаях пулмасть Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Димăн унсăр пуçне «Çапăçусенче палăрнăшăн», II степень «Çарти паттăрлăхшăн», II степень «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» медальсем те пур. Антон Мальцева (Елчĕк) тата Константин Смирнова (Шуршу) Жуков медалĕпе наградăланă. Орденсемпе медальсене тивĕçнисем пирки хаçат редакцине малашне те хыпарсем çитерессе кĕтетпĕр.

Паттăрсем пуррипе çĕршывăмăр чăннипех те аслă. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ çитĕнекен ăрăва çĕршывăмăра юратма, хаклама хăнăхтарса çитĕнтерĕ. Тылрисем те ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшсах тăрар. Апат-çимĕçрен пуçласа салтак валли çырнă çыру — кашни пулăшу хаклă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code