Суббота, 28 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туслă коллективра ĕç ăнать

Туслă коллективра ĕç ăнать

«Сатурн» ял хуçалăх кооперативĕн пĕтĕм производство участокĕнче ĕç-хĕле тивĕçлипе йĕркеленĕ. Кунта пỹлмене çулсерен тухăçлă тыр-пул хываççĕ, сĕт тата аш-какай туса илессипе те округра малтисен йышĕнче. Çитĕнỹсем коллектив туслăхра, ăнланулăхра тăрăшнăран килеççĕ.

Хуçалăхра ферма витисене хĕле тахçанах хатĕрленĕ. Дезинфекци, юсав ĕçĕсене пурнăçлассине Николай Купташкин заведующипе Сергей Бобров слесарь иккĕшех май çитернĕ. Ăшă кунсем тăнăран сăвăнакан ĕнесене, 192 пуç, витене кĕртмен-ха. Опытлă Ольга Крысова, Ирина Кукурузова, Ирина Жарова, Татьяна Михайлова операторсем вĕсене юратса пăхаççĕ. Кулленхи сăвăм округра чылайранпа 2-мĕш кăтартупа çирĕпленни — вĕсен тивĕçĕ. Ĕнерхи кун тĕлне, калăпăр, пĕр ĕне пуçне илнĕ продукци 27 килогрампа танлашать. Выльăх умĕнчен апат каймасть — Георгий Федоров «Дон-680» комбайнпа çулса тăракан симĕс массăна Радислав Квасовпа Евгений Васильев механизаторсем вăхăтра кỹрсе тăраççĕ.

— Ĕç кал-кал пырасси кашни хăйĕн вырăнĕнче яваплăха туйса вăй хунинчен нумай килет, — выльăх пăхакансен хастарлăхне кăмăлтан палăртрĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ Петр Купташкин. — Маргарита Абрамова осеменатор, Алена Семенова ветеринар та коллективра çĕнĕ çынсем мар: хăйсен тивĕçне куçа хупса пĕлеççĕ темелле.

Ĕнесене пăрулаттаракан уйрăмра тимлекен Надежда Ягилевăпа Мария Енейкина операторсем пулмасан мĕн тăвăн? Вĕсен ĕçĕпе те кăмăллă Петр Николаевич. Пăрулаттарнă хыççăн çирĕм кун пăхаççĕ выльăх ăстисем çамрăк чунсене. Юратса çитĕнтернĕскерсене вара шанчăклă алăсене — Лидия Бобровăна, Венера Розановăна, Юлия Измайловăна, Николай Михайлова, Светлана Мышкинăна параççĕ.

…Хĕл Çĕнĕ Пăвасене хăратмасть. Выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма 1500 центнер утă, 32689 центнер сенаж, 24890 центнер силос хатĕрленĕ.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: Сергей Бобровпа Николай Купташкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code