Республикăра «кĕмĕл» волонтерсен «Кĕмĕл чун» форумне ирттересси йăлана кĕнĕ.
Çемье çулталăкне халалланă кăçалхи мероприяти, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче иртнĕскер, аслă ăрури волонтерсен пархатарлă ĕçĕсене, çемьере çирĕпленнĕ паха тĕслĕхсене кăтартса парассипе çыхăннă.
Чăн та, Чăваш Енре хăйсен кăсăкланăвĕсене йăхран йăха куçарса пыракан çемьесем питĕ йышлă: музыка инструменчĕсем ăсталакансем тата вĕсемпе калакансем, чăваш тĕррин ăстисем, кăçатă калăплакансем…
Курнавăшри Ивановсем вара — хурт-хăмăр ăстисем. Форумра вĕсем те хăйсен юратнă ĕçĕпе тулли кăмăлпа паллаштарчĕç.
— Утарçă профессине килти шайра тăваттăмĕш ăру алла илет ĕнтĕ, — пĕлтерет 77 çулхи Лидия Аврамовна. — Володя ывăлăм халĕ мăнуксене -Тимофейпа Лизăна çак ĕçе вĕрентет. Вĕсен интересĕ пысăк, çавăнпа та хурт-хăмăрçăсен династине тăсакансем пулĕç-ха пирĕн.
Ивановсен продукцине таврари ялсенче пурăнакансем çеç мар, ятарлă çар операцине хутшăнакансем те аван пĕлеççĕ: ыркăмăллăх акцине хутшăнса сиплĕ пыла унта та ăсатаççĕ вĕсем.
Лариса МОРОЗОВА.