Суббота, 26 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

ГТО

Ĕçпе оборонăна хатĕррисен ретне округри культура ĕçченĕсен пысăк йышĕ тăнă.

Елчĕкри культурăпа кану паркĕн спорт площадкинче вĕсем тăватă теста ăнăçлă парăнтарнă. Çывăх вăхăтра ытти енĕпе те тĕрĕсленме хатĕр.

Сывлăхран хавшакраххисен округри обществин уйрăмĕн председателĕ Людмила Анисимова пуçарăвĕпе те 15 çын ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Ун хыççăнах вĕсем 400 метра скандинавсен мелĕпе утассипе те ăмăртнă. Кунта Николай Никифоровпа (Кивĕ Эйпеç) Олимпиада Локтева (Елчĕк) çĕнтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code