Пятница, 25 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çума-çумăн 50 çул

Çума-çумăн 50 çул

Пурнăç урапи шав малалла çаврăнать. Таяпа Энтри ялĕнчи Валерий Алексеевичпа Людмила Александровна Шадриковсем хăйсем те сисмен-тĕр мăшăрланса 50 çул пĕрле пурăнма пуçланине.

— Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт иртет, — тет редакцие час-часах килекен Валерий Алексеевич. — Халь кăна шкул ачиччĕ…

Вăл çынпа яланах кăмăлне яри уçса калаçаканскер. Мăн кăмăллăх, хăйне пысăка хурасси çук унра. Ĕç биографине те вăл округпа çыхăнтарнă. Елчĕкри вăтам шкула пĕтерсен Канашри 1-мĕш СПТУра, Сĕнтĕрвăрринчи строительство мастерĕсен шкулĕнче, Горький облаçĕнчи Перевозскри строительство техникумĕнче вĕреннĕ. Пирваях Елчĕкри СМУра, ун хыççăн нумай çул райпо тытăмĕнче тĕп инженер, председателĕн строительство енĕпе ĕçлекен заместителĕнче тăрăшнă. 1996 çулта ăна «Смычка» колхоз председательне çирĕплетнĕ. 2005 çултан, мĕн пенсие тухиччен, «Коопторг» ООО тĕп инженерĕ. Валерий Алексеевича «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» (1974,1977), «Вуннăмĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» (1980) паллăсемпе, «Чăваш автономи облаçне — 100 çул» асăну медалĕпе, ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, ЧР Ял хуçалăх министерствин, Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. 1978 çулта вăл «Районти чи лайăх строитель» ята тивĕçнĕ.

Нумаях пулмасть 70 çул тултарнă ентеш çав-çавах вашават та харсăр-ха. Округри АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи пулнă май, тĕрлĕ мероприятие хутшăнма ĕлкĕрет, ял хуçалăхĕнче ĕçлесе сумлă йĕр хăварнисене куçăмлă майпа тата «Елчĕк ен» хаçат урлă саламлама та тăрăшать.

Мăшăрĕ — Людмила Александровна — Шупашкарти пир-авăр техникумне пĕтерсен тăван тăрăха таврăннă. Вăл 24 çул Канаш нефтебазин Елчĕкри автозаправка станцийĕнче заправщицăра вăй хунă. Малалла Таяпа Энтринчи лавккара сутуçăра тимленĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн тивĕçнĕ Хисеп хучĕсем унăн та сахал мар.

Шадриковсем виçĕ ывăла кун çути панă. Аслисем йăх-несĕл тымарĕ çирĕпленсе пынипе питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен тăхăр мăнукĕ — вĕсен тăсăмĕ…

Валерипе Людмила Шадриковсене ылтăн туйпа саламлама ЗАГС пайне чылай çын пуçтарăннă. Округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн ертỹçи Лариса Ильина, округри ветерансен тата пенсионерсен уйрăмĕсен председателĕсем — Елена Петровăпа Вера Васильева, ачисем, тăванĕсем вĕсен ячĕпе ăшă сăмах нумай каланă. Культура ĕçченĕсен савăк юррисем телейлĕ мăшăрăн чун-кăмăлне пушшех çемçетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code