Пятница, 25 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Геройăн ашшĕпе амăшне — медаль

Геройăн ашшĕпе амăшне — медаль

Ашшĕсен кунĕ умĕн Мускавра çар тивĕçĕсене пурнăçланă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисен ашшĕсене «Отец солдата» медальпе чысланă.

Вăл чыса пирĕн республикăран иккĕн — Улатăрти Иван Старчков тата Тỹскел ялĕнчи Алексей Петров тивĕçнĕ.

Чыслава Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн ашшĕсем» обществăлла юхăм йĕркеленĕ. Унта правлени председателĕ Андрей Коченов тата РФ Патшалăх Думин вице-спикерĕ Анна Кузнецова хутшăннă. Статс-секретарь — Раççей оборона министрĕн заместителĕ, «Çĕршыв хỹтĕлевçисем» Патшалăх фончĕн председателĕ Анна Цивилева çакна палăртнă:

— Общество хисепĕн наградипе чыслани вăл — паттăрлăхпа мăнаçланнин символĕ тата ашшĕсене çĕршывшăн тивĕçлĕ ывăлсем çитĕнтернĕшĕн тав туни.

Çавăн пекех унта «Герой ашшĕ» ятпа фотокурав уçнă. Экспозицири 38 ĕçре Николай Петров Раççей Геройĕн ашшĕн — Алексей Витальевичăн ывăлĕн портретне тытса тăракан сăн ỹкерчĕкĕ те пур.

Выставкăна регионсенче те кăтартĕç, вăл çĕнĕ фотографисемпе пуянланса пырĕ.

Курава уçма хутшăннă Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин председателĕ Вячеслав Володин Алексейпе Олеся Петровсене паттăр ывăл воспитани парса çитĕнтернĕшĕн ведомствăн медалĕсемпе чысланă (сăн ỹкерчĕкре).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code