Вăхăт пĕр шелсĕр малалла чупать пулин те, астăвăм манăçăнмасть. Ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă Владимир Орлов пурнăçран уйрăлни те юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче шăпах çулталăк çитрĕ.
Владимир Васильевич Орлов 1998 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче Каркалар ялĕнче çуралнă. 2014 çулта Кĕçĕн Таяпари тĕп шкултан, 2018 çулта Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнчен вĕренсе тухнă.
2018 çулта вăл Раççей çарĕн ретне тăрать. 2022 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче тепĕр хутчен тăхăнать çар тумне — мобилизаци йĕркипе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. 2023 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче Запорожье облаçĕнчи Работино тата Василевка ялĕсем хушшинче пынă çапăçура паттăррăн пуçне хунă.
В.В.Орлов рядовоя вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăкпа юнашар 21-мĕш ĕмĕрти паттăрăн палăкне уçнă. Тăванĕсем, пĕрле вĕреннисем, ял çыннисемпе шкул ачисем хутшăннă унта.
Палăк çине карăнтарнă пусмана ашшĕ Василий Петрович тата салтакăн мăшăрĕ — Евгения Эдуардовна сирнĕ.
«Тăван çĕршыва хỹтĕлесе чăн-чăн патриот пуласси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ» — çак шухăш кашнин сăмахĕнче тĕп вырăн йышăннă.
— Паттăрăн ашшĕ-амăшĕн, мăшăрĕн чун-чĕрисенчи ыратăва нимĕнле сăмахпа та сиреймĕн, — тенĕ митинга хутшăннă Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый. — Пирĕн тивĕç — Раççей ирĕклĕхĕшĕн пурнăçне хĕрхенмен çакăн пек çамрăксене яланах астăвăмра упрасси. Володьăн ячĕ вилĕмсĕр.
Шăплăх саманчĕ хыççăн çĕнĕ палăк умне чĕрĕ чечексем хунă. Малашне иртен-çỹрен аслă ăрури паттăрсемпе пĕрлех юнашарти çамрăк героя та пуç тайĕç.