32 çулти çак арçын хăй пирĕн тăрăхран, ултавлă ĕçĕсене вара Канаш хулипе округĕнче тунă — унта пурăнакан ултă çынна шăнман пăр çине лартса хăварнă.
Суд ăна УК 159 статйин 2-мĕш пайĕпе (ултав) ултă преступленишĕн айăпланă. Çакскер интернет сетĕнчи тĕрлĕ ресурсра информаци сарнă, сĕтел-пукан хатĕрлеме тата вырнаçтарса лартма саккассем йышăнать-мĕн. Саккасĕсене, чăнах та, йышăннă. Унран 6 çын тĕрлĕ сĕтел-пукан туса пама ыйтнă. Ку килĕшнĕ. Саккассене пурнăçлассине çирĕплетме, хăй ку енĕпе чăнласах ĕçленĕ пек кăтартма çав çынсем пурăнакан вырăнсене çитмешкĕн те ỹркенмен — эскизсемпе илĕртнĕ, пỹлĕмсене виçнĕ…
Çакăн хыççăн пулас сĕтел-пуканшăн хакăн çуррине тỹрех тỹлемелли çинчен пĕлтернĕ. Ку иккĕленỹ çуратман — саккасçăсем укçа панă. Ăнман ăста вĕсенчен 412 пин тенкĕ ытла пухнă, анчах сĕтел-пукан тума пуçăнман.
Судра вăл хăйĕн айăпне йышăннă. Ăна 250 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çавăн пекех граждансене кỹнĕ сиене те туллин шыраса илнĕ.