Округ администрацийĕн тата территори пайĕсен, организацисемпе учрежденисен ертỹçисен тунтикунхи канашлăвне округ пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марина Павлова ирттерчĕ.
Малтанах вăл пурнăçри активлă позицишĕн, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тата илсе çитерес тĕлĕшпе хастарлăх кăтартакан волонтерсен пĕр ушкăнне Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Владимир Анисимов, Алексей Егоров, Леонид Георгиев, Дмитрий Козлов, Юрий Кузнецов, Андрей Кузьмин, Николай Муллин, Дмитрий Судаков, Геннадий Шуркин ыр кăмăллăх акцине малтанхи тапхăртанах хутшăнаççĕ. Вĕсем, тылпа фронт çыхăнăвне йĕркеленĕ май, ял çыннисем тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹме ăнтăлни иксĕлмĕ. Черетлĕ рейс валли те ялсенче тăрăшсах маскировка сеткисем çыхасси, окоп çуртисем хатĕрлесси, апат-çимĕç пуçтарасси пырать. Кирек мĕнле пулăшу, пĕчĕк кăна пулсан та, питех те кирлĕ…
Кун йĕркинчи «Округра строительствăпа юсав ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен» округ пуçлăхĕн çумĕ — территорисене аталантарассипе, хăтлăх кỹрессипе ĕçлекен управлени начальникĕ Алина Смирнова каласа пачĕ. Çул-йĕр фондне илес пулсан, кăçал чи пысăк объекта — Елчĕк-Курнавăш автоçулне çĕнетни кĕрет. Подрядчик — «Эльбрус» сахал яваплă общество 3,7 километр тăршшĕ çул сарма пĕтĕмпе 27736853 тенкĕ расхутланă. «ДПМК «Яльчикское» ООО Елчĕкри Северная урамĕнчи 3-мĕш çуртăн картиш территорине йĕркене кĕртнĕ ĕçĕн пахалăхĕ те лайăх. Ĕçе кĕртнĕ сумма — 479116 тенкĕ.
Территори пайĕсене кĕрекен çулсене юсас е сарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ ĕçсен калăпăшĕ те пĕчĕк мар: 6033191 тенкĕлĕх. Муниципаллă контрактпа çирĕплетнĕ 22 объекта пурне те вĕçленĕ. Çав шутран 18-шĕ — Вячеслав Сядуков ертсе пыракан предприятин тỹпи.
Округра «Пуçару бюджечĕ» çине таянса пурнăçлакан ĕçсен списокĕ те нихçанхинчен пысăк — 82 проект. Пĕтĕмĕшле сумма — 85,2 миллион тенкĕ. Палăртнисенчен пĕр объект кăна юлнă, ăна çывăх вăхăтра вĕçлеме тивĕç. Часах тĕпрен юсанса çĕнелнĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи (15030425,53 тенкĕ) тата Яманчỹрелĕнчи (4482317,04 тенкĕ) культура çурчĕсем те хăйсен алăкĕсене яриех уçĕç.
Алина Геннадьевна 2025 çулта халăх пуçарăвĕпе пурнăçлама палăртнă проектсем пирки те чарăнса тăчĕ. Шучĕ сахал мар — 104. Çапах та вăл чакма та пултарать, енчен те территори пайĕсенче пурăнакансем электронлă сасăлава активлă хутшăнмасан. Ыран — юлашки кун.
Канашлура округ пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтăва та хускатрĕç.
(Хамăр корр.).