Пĕр-пĕрне айăпласа, хурласа е чăнлăхран пăрса калакан кирек мĕнле сăмахпа е информаципе юлашки вăхăтра политика тĕллевĕсене пурнăçлама усă кураççĕ.
Чылай чухне ку меслетсемпе экстремизма, национализма ỹстереççĕ. Интернетри страницăсене кĕрсен пĕр-пĕр çынна, халăха, ертỹлĕхе е ыттине хурлакан статьясене курсан сыхлăхлă пулăр. Киревсĕр шухăшлă çынсем юлашки вăхăтра нацисене вăрçăнтарма май паракан статьясем пичетлеме пуçлани сисĕнет. Иккĕленỹллĕ информацисене хакласа паллăсем лартасран асăрханăр. Çакă суд тенкелĕ çине те илсе çитерме пултарать.
Л.ЕГОРОВА.

