Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирлĕ ыйтăва сỹтсе яврĕç

Кирлĕ ыйтăва сỹтсе яврĕç

Округри хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем хăйсем палăртакан ĕçсене тивĕçлĕ шайра пурнăçлас тĕллевпе ку чухнехи ыйтусене малтан сỹтсе явассине йăлана кĕртнĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ: хĕрарăмсен канашĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Лариса Васильева ертсе пынипе пулса иртнĕ анлă канашлура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 2025 çулта шăпах 80 çул çитнине халалласа ирттерме палăртакан уяври йĕркелỹ тĕлĕшĕнчи ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Йĕркелỹ ыйтăвĕсене татса панипе пĕр вăхăтрах пурте пĕр шухăшлă пулса мероприяти темине те татăклăн палăртрĕç. Ăна хĕрарăмсене — вăрçă ачисене сума суса ирттерме шутларĕç. Вĕсен ывăл-хĕрĕсем е çывăх çыннисем хутшăннипе йĕркелекен çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулу «У войны не женское имя» ятпа иртмелле. Вăрçă ачисем — 1941-1945 çулсенче çуралнисенчен чылайăшĕ, хăйсем шултăра çулсене пуçтарса пынине пула, çын çине пĕччен тухса çỹресрен асăрханать. Ку чухне вĕсене ытларах ывăл-хĕрĕсем е ытти çывăх çыннисем ертсе çỹреççĕ. Тепĕр тесен, тĕл пулăва хутшăннă май, вĕсем те хăйсен амăшĕ е çывăх çынни пирки асра юлмалла каласа кăтартма пултараççĕ-çке. Ку чухне мероприяти тата кăсăклăрах иртмелле.

Сăмах май каласан, çак çулсенче çуралнисен ачалăхĕ çăмăлпа иртмен. Мĕншĕн тесен вăрçă хыççăнхи çулсем те калама çук йывăр килнĕ — юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Ку чухне çитĕннисемпе юнашар тăрса ĕçлеме тивнĕ вĕсен. Эпир вĕсене чыс-хисеп тума тивĕçлĕ…

С.АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code