Çĕр çине çуралакан кашни çыннăн шăпи тĕрлĕрен. Пĕрисен вăл мĕн ĕмĕрĕпех çуралса ỹснĕ ялта, тăван килте, юлташĕсем хушшинче иртет, теприсем вара тăван çĕртен чылай аякра.

Энтепе ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Станислав Клементьев та тахçанах тулайра тымар янă. Вăл Владимир Филипповичпа Валентина Александровнан пилĕк ачинчен тăваттăмĕшĕ. 1973 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче хăй çинчен пуçласа пĕлтернĕскер. Вун пĕр класс пĕтерсен Стас Кỹкеçри 27-мĕш номерлĕ профтехучилищĕре водителе вĕренет, каярахпа Ярославль хулинче прапорщиксен шкулне, унтан аслă вĕренỹ заведенийĕнче экономика тата юридика факультечĕсене пĕтерет. Спортпа туслăскер, уйрăмах йывăр атлетикăна кăмăллать. Çемьери ачасем пурте купăс-баян калама маçтăр. Станислав та ку енĕпе ỹксе юлман.
С.Клементьев тĕрлĕ çĕрте службăра тăнă: Украинăри Чернигов облаçĕнче, Псковра, Архангельскра… 3-мĕш рангри капитан халĕ тивĕçлĕ канура, анчах вăл кĕрĕк аври йăваласа ларма хăнăхман. Хальхи вăхăтра вăл Калининград хулинчи «БалтРемСтрой» сахал яваплă обществăра тăрăшать. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ.
Аякра пурăнакан ентешсем шăп çулталăк каялла чăваш халăх культурине, йăли-йĕркине, юрри-ташшине сыхласа хăварас тĕллевпе хулара «Туслăх» чăваш наци обществине туса хунă. Унăн ертỹçи пулма Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ Юрий Петрович Шепеева шаннă.
Пуçламăшĕ çăмăл пулман, паллах. Пуçаруçăсем хулари тата облаçри чăвашсене «пĕрчĕн-пĕрчĕн» пуçтарнă хăйсем тавра. Вăхăт иртнĕ май тăван юрă-кĕвĕ те янăрама пуçланă. Уявсене ертсе пыраканĕ, хут купăспа калаканĕ — Станислав Клементьев. Ăна хулари шкулсене те тĕл пулусене чĕнеççĕ. Унта вара «Катюша» юрăпа тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕн кăмăлĕсене хăпартлантарать.
«Туслăх» ушкăн вăй илсе пырать. Ун йышĕнче — Елчĕкрен, Канашран, Патăрьелĕнчен, республика тулашĕнчен тухнă чăвашсем. Халăха юратсан, йăли-йĕркине хисеплесен, юрри-ташшине манмасан пурăнать-ха аякри чăваш. Ăнăçу пултăрах вĕсене.
Анна ПОРТНОВА,
Чăваш наци конгресĕн округри уйрăмĕн ертỹçи

