Пурнăçăн 90 çулне парăнтарасси — уй урлă каçасси мар. Вăл тапхăрта лайăххипе юнашарах нуши-терчĕ те, хуйхи-суйхи те. Йывăрлăхра пуç усмасăр, çирĕп шухăш-кăмăлпа малалла ăнтăлакансем вара вăйлă. Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Василий Мустаев çавнашкал çын тесе шутлатăп.

…Мустаевсен çемйинче иртенпех хаваслă калаçу, юрă-кĕвĕ илтĕнсе тăрать. Хĕрарăмсем кĕреке сĕтелне тутлă апат-çимĕçпе тултарас тесе ăшталанаççĕ. Арçынсем валли те ĕç çук мар. Ĕç ветеранĕ ачисемпе, мăнукĕсемпе, тăван-пĕлĕшĕсемпе пỹрт çуталнине чĕрипе туять. Савăнмалăх, утса тухнине пĕтĕмлетмелĕх сăлтавĕ те пур-çке. Вăрçă ачин шăпи вара пĕрре те çăмăл пулман, пĕр тикĕс килмен.
— Эпир курнине ачамсемпе мăнукăмсем ан курччăр, — тет вăл ытарайми тĕпренчĕкĕсем çине пăхса. — Паян фашизм çĕнĕрен пуçне çĕклесшĕн, ав. Анчах эпир çĕнтерме хăнăхнă, хальхинче те çаплах пулĕ. Çавăнпа кашни куна тăнăçлăхра курас килет.
Василий Мустаев, 1935 çулта çуралнăскер, нумай асап тỹснĕ. Ашшĕ вăрçăра пуçне хунă. Амăшĕ виçĕ ачине пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Выçăллă-тутăллă, укçа-тенкĕ пулманран, Василий шкулта виçĕ класс пĕтернипех çырлахнă. Нумай вĕренме тивмен пулсан та çамрăк анлă тавра курăмĕпе, ăсталăхĕпе палăрнă. Совет Çарне кайма 20 çулта тухнă ят — 1955-1958 çулсенче Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Ун хыççăн каллех тăван колхозра ĕçлеме пуçланă вăл. Кăштах алă çавăрса ярсан Лаш Таяпа хĕрĕпе — Олимпиада Дмитриевăпа çемье çавăрнă. Туслă та ăшă йăвара куç тулли пĕчĕкскерĕсем пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ. Надежда, Геннадий, Аркадий, Валерий, Вера ашшĕ-амăшĕн хỹттинче вăй илсе малалла аталаннă. Анчах та амăшĕн чĕри, йывăр чире пула, вăхăтсăр тапма чарăнать. Василий Никандрович сак тулли ачана ура çине тăратас тесе ыйхă мĕнне те маннă. Алăри Верăна пушшех амăшĕн çепĕçлĕхĕ çитмен.
Пысăк çемье лавне пĕччен туртса пырасси хĕн пулни паллă ĕнтĕ. Ачасене тăван килтех ỹссе çитĕнтерес тесе ашшĕ тепре авланнă. Пилĕк ачаллă арçын нушине ăнланакан хĕрарăм Аслă Пăла Тимешри Валентина Семенова пулнă. Ăшă чунлă хĕрарăма уйрăмах кĕçĕн хĕр пĕрчине шеллени пысăк та яваплă утăм тума хистенĕ.
Çемье пурнăçĕ шăкăл-шăкăл калаçура шунă малалла. Çулсем иртнĕ май çуртра пĕчĕк ача сассисем илтĕннĕ. Любăпа Петьăна аслисем мĕн пĕчĕкрен хăйсем пек ĕçе явăçтарса ỹстернĕ. Кил хуçи çемье тĕрекĕшĕн хăйне шеллемен. Ĕçрен ỹркенменскер ял çинче хисепре пулнă. Валентина Семеновна ывăл-хĕрĕсене чун ăшшине парнеленĕ. Вăл кашнийĕншĕн лайăх амăшĕ пулма тăрăшнă.
Василий Никандрович 1968-1998 çулсенче «Слава» колхозра тимĕрçĕре ĕçленĕ. Сунтал умĕнче çав таранччен вăй хума епле пысăк хастарлăх кирлине ял çыннисем аван чухлаççĕ. Кашни бригадăри ял хуçалăх техникине юсасси, сỹресем ăсталасси, лашасене таканласси пĕтĕмпех унран килнĕ. Çирĕп вăй-хал пулмасан мăн мăлатука та йăтаймăн. Ял çыннисем валли те кил-хуçалăхра усă курма кирлĕ хатĕрсем сахал мар ăсталаса панă тимĕре «чун» кĕртекен.
Ĕçри тăрăшулăхшăн Василий Никандрович Хисеп хучĕсене, парнесене тивĕçнĕ. Колхозăн Хисеп хăми çинче те унăн сăнĕ пĕрре мар çакăнса тăнă. «Слава» колхозăн хисеплĕ колхозникĕ» ята та тивĕçнĕ вăл.
Ĕç ветеранĕн шăпа тени çапла-ши? 2012 çулта иккĕмĕш арăмĕ те чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Халĕ Ваççили тете Петя ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ватăшăн Таня кинĕ çирĕп тĕрев, лайăх пăхать вăл ăна. Матвейпе Арсений мăнукĕсем те аслашшĕне кичемлĕхе путма памаççĕ — яланах юнашар.
Паян Мустаевсен ачисем тĕрлĕ çĕре саланса хăйсен ăшă йăвине çавăрнă. Надеждăпа Люба ял çамрăкĕсенех качча тухнă. Геннадипе Аркадий Ульяновск облаçĕнче тĕпленнĕ. Вера — Вăрмар тăрăхĕнче. Вĕсен ачалăхĕ пылпа çу çинче иртменнине кура кашнин ăнăçăвĕшĕн, çитĕнĕвĕшĕн савăнать паян ашшĕ. 13 мăнукĕпе 12 кĕçĕн мăнукĕ хăйне чун киленĕçĕ парнеленĕшĕн те кăмăллă 90 çулхи ватă. Утса тухнă тумхахлă кун-çул авайман ăна, ят-сума çĕре ỹкермен.
Василий Никандровича паян пĕр сăпкара сикнĕ ачисемпе вĕсен тĕпренчĕкĕсем, çывăх тăванĕсем чаплă пулăм ячĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ, пурнăçăн черетлĕ çулĕсене хушса пыма çирĕп сывлăх, тулли телей, канлĕ ватлăх сунаççĕ. Кунтан ытла мĕн кирлĕ ватă çынна? Çавна май савăнăç куççульне шăлса илме те именмелле мар кун пек чухне.
В.АЛЕКСЕЕВА.
Çĕнĕ Эйпеç ялĕ.

