СК органĕсем республикăн нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн производствăпа техника пайĕн инженерĕ тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Ăна уйрăмах пысăк виçепе взятка илме пулăшнăшăн айăплаççĕ.
Следстви вăхăтĕнче арçын айăпне йышăннă, преступление хутшăннă ытти çынсем пирки те кăтартусем тăратнă.
Преступление СК следователĕсем ФХС органĕсемпе пĕрле ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнă.

