Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ан сỹнтĕр патриотлăх: чĕресенче, юрăсенче

Ан сỹнтĕр патриотлăх: чĕресенче, юрăсенче

Елчĕкри культура керменĕнче ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă Паттăрлăх орденĕн кавалерне Степан Викторович Демьянов лейтенанта асăнса «Тайма пуç сана, Раççей салтакĕ!» ятпа патриотла юрăсен округри фестивалĕ иртрĕ.

Малтанах куракансен умĕнче округ пуçлăхĕ Леонард Левый тухса калаçрĕ. Вăл мероприятин пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ, çавăн пекех округра пурăнакансем салтаксене пулăшассинче хастар пулнине палăртрĕ. Степанăн амăшĕ, Марина Владимировна, çирĕп кăмăллă хĕрарăм пулнине чĕререн тухнă сăмахĕсене илтсен пĕлме пулчĕ. Вăл ывăлĕсене хĕрỹ точкăсенчен кĕтекен ашшĕ-амăшне чăтăмлăх сунчĕ.

Фестивале тĕрлĕ ỹсĕмрисене явăçтарни питĕ тĕрĕс. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене пурне те ятран палăртас килет — хавхаланччăр. Шкул çулне çитичченхи ушкăнра Елчĕкри «Шевле» ача сачĕн тата Патреккел шкулĕн шăпăрланĕсем çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăнта — Елчĕкри «Чебурашка», «Солнышко» ача сачĕсене çỹрекенсем.

8-10 çулхисем хушшинче малти вырăнта — искусство шкулĕнчи Мария Григорьева. Призерсен йышне Алиса Васильева (Çирĕклĕ Шăхаль) тата Майя Григорьевăпа (искусство шкулĕ) Эвелина Колосова (Елчĕк шкулĕ) кĕчĕç. Çак ушкăнри ансамбльсен йышĕнче тỹрех икĕ çĕнтерỹçĕ: Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Радость» тата Елчĕк шкулĕнчи кĕçĕн классен хорĕсем. 2-мĕш позицинче те мăшăр коллектив: Курнавăшри «Веселые ребята», Елчĕкри 3 «а» класра вĕренекенсем. Патреккелти «Дружные ребята» — 3-мĕш.

11-13 çулсенчи сцена ăстисем те пултаруллă пулнине палăртас килет. Жюри членĕсем кунта искусство шкулĕнчи Джамиля Савинова çĕнтернине пĕлтерчĕç. Диана Максимовăпа (Патреккел) Ксения Цветкова (Курнавăш) та конкурссенче çĕнĕ ятсем мар. Вĕсем — 2-мĕш. Виççĕмĕш вырăнта искусство шкулĕн тепĕр представителĕ — Максим Кузьмин. Ансамбльсенчен кунта искусство шкулĕнчи «Шăнкăрав» мала тухрĕ, Елчĕк клубĕнчи «Шăпăрлансемпе» Патреккелти «Звездочет» тата искусство шкулĕнчи гитаристсем — 2-мĕш. Роман Барскипе Дарья Кульмакова (Аслă Таяпа клубĕ), Çĕнĕ Пăвапа Лаш Таяпа шкулĕсенчи «Созвездие» ансамбльсем — 3-мĕш.

14-17 çулсенчи юрăçсен ушкăнĕнче те кĕрешỹ çивĕч иртрĕ. Çĕнтерỹçĕ ята вара Кушкă шкулĕнчи Дарья Мулгачева йышăнчĕ. Кĕмĕл тĕслĕ дипломсен хуçисем Кристина Комиссарова (Яманчỹрел), Мария Николаева (Елчĕк шкулĕ), Виктория Романова (Елчĕк клубĕ) пулса тăчĕç. Максим Цветковпа (Курнавăш шкулĕ) Ульяна Патшина (Елчĕк шкулĕ) — 3-мĕш призерсем.

Çитĕннисен хушшинче Аслă Шăхалĕнчи Светлана Александрова чи ăста пулни палăрчĕ. Вăл, асăнса хăварас пулать, 20-30 çул каяллах «Елчĕк ен» ятпа иртнĕ юрăçсен фестивалĕсенче пĕр хутчен мар çĕнтернĕ. Валерьян Левыйпа (Патреккел) Максим Изратов (Кавал) — 2-мĕш. Петр Макаров (Энтепе) — 3-мĕш. Ансамбльсенчен «ылтăна» Кивĕ Эйпеçри «Хĕлхем» çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна «Тускил» ансамбль тата Альбина Тепловăпа Надежда Плотникова (Патреккел) пайларĕç. Шăмалакри «Рассвет» ушкăн тата Кĕçĕн Таяпари Леонид Колсановпа Владимир Матвеев та призерсен йышĕнче.

Гран-прие вара Елчĕк округĕн пĕрлештернĕ хорĕ («Туслăх», «Шуçăм», «Тускил», «Мерчен» ансамбльсем) çĕнсе илчĕ.

…Питĕ кирлĕ çакнашкал мероприятисем. Пĕчĕккисем аслисенчен курса вĕренеççĕ мар-и? Конкурсăн малашлăхĕ вăй илсе пырасса шанас килет.

Çырас шухăша вĕçлесе пынă май çак ыйту канăç памарĕ: «Мĕншĕн 46 юрăран чăвашла икĕ (!) юрă çеç янăрарĕ?» Вĕсене шăрантараканĕсем, каласа хăварас килет, «Шăпăрлан» ушкăнпа (ертỹçи Сергей Баранов) Патреккелĕнчи А.Тепловăпа Н.Плотникова пулчĕç.

Сăвăçсемпе композиторсем «çĕнĕлĕх» шыраса патриотизм темине манчĕç курăнать. Хăйсене «çăлтăр» ятне панă юрăçсем мунча, мухмăр çинчен юрлаççĕ. Пĕрмай «юратап» тенипе те пурнăç тума çук…

Александр СОРОКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code