Пушартан хăрушши урăх çук. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра: «Вăрă хăйне кирлине анчах илет, пушар нимĕн те хăвармасть», — теççĕ.
2025 çулхи çак тапхăрччен Чăваш Республикин территорийĕнче 100 пушар (2024 çулхи çак вăхăтчен — 132) тухнă, вут-çулăмра 4 çын (12) вилнĕ, 11 çын (8) суранланнă.
Елчĕк муниципалитет округĕпе илес пулсан, 2 пушар пулнине шута илнĕ. Юрать, çынсем вилнин, суранланнин тĕслĕхĕсем пулман.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра регистрациленĕ пушарсенчен 22-шĕ кăмакасене вырнаçтарнă тата вĕсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманнипе çыхăннă. Çакна шута илсен, кăмакасемпе усă курассинче питех те тимлĕ, асăрхануллă пулма кирлине кашнийĕн лайăх ăнланмалла.
Пушар тухнин сăлтавĕ кăмакан конструкци тĕлĕшĕнчи кăлтăкĕсенче те пулма пултарать. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасан тĕрĕс вырнаçтарса лартнă кăмакасемпе усă курнă чухне те вут-çулăм тухма пултарать. Кăмакари вутă-шанка бензин е керосин, вут-çулăм часах хыпса илме пултаракан ытти шĕвексемпе сапни те пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине асра тытмалла. Çунакан кăмакана та пăхса-асăрхасах тăмалла, çак ĕçе тума çула çитмен ачасене шанса пама юрамасть. Пушар час-часах нумай вăхăт хушши хутса тăнă хыççăн кăмакана ытлашши хĕртсе янипе те тухма пултарать. Ытлашши çунтарса хĕртнĕрен кăмака вырăн- вырăнпа çурăлать, çавна пула пушар тухас хăрушлăх тата ỹсет.
Кăмакана хутса яриччен ун тавра çунман материал сармалла. Çывăха сĕтел-пукан вырнаçтарма, тумтир çакма юрамасть, час вут хыпса илме пултаракан япаласем те аякра пулмалла.
Çурт-йĕре хутса ăшăтма заводра туса кăларнă кăмакасемпе анчах усă курмалла. Хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен тĕплĕ тĕрĕслев ирттермелле: кăмакасене юсамалла, мăрьесемпе кăмакасене хăрăмран тасатмалла.
Çакна ялан асра тытар: пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнни инкеке сирсе яма пулăшĕ. Аса илтеретпĕр: çăлавçăсемпе пушарнăйсен пĕрлехи телефон номерĕ — «01». Пушар тухас хăрушлăх, чрезвычайлă лару-тăру, авари е катастрофа пирки пĕлтерекен информацие пĕрлехи дежурнăй-диспетчер служби халăхран талăкĕпе йышăнать. «112», «101» номерсемпе, мобильлĕ телефонра укçа пулмасан та, тỹлевсĕрех шăнкăравлама пулать.
Сергей САРДАЕВ,
пушар асăрхавĕн
патшалăх инспекторĕ.

